Урал сасси
+10 °С
Ясно
САЛАМЛАНИСЕМ
19 Сентября , 06:00

Петр Алексеевич СПИРИДОНОВ

Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă пиччене, куккана Петр Алексеевич СПИРИДОНОВА 75 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр!

Добавить в предпочтительные источники Google
Петр Алексеевич СПИРИДОНОВПетр Алексеевич СПИРИДОНОВ
Петр Алексеевич СПИРИДОНОВ

Çывăх çыннăмăра уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, инçет çул евĕр вăрăм ĕмĕр, юман пек çирĕп сывлăх, куç тулли телей, такăр çул, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Хăвăн ырă кăмăлупа пире ялан савăнтарса, ачусемпе мăнукусен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр. Ĕмĕтÿсем хăв шутланă пек пурнăçланса, ăнса пыччăр. Çĕр çинче мĕнпур таси, ырри, телей кÿрекенни санпа пĕр çулпа утчăр.
Юбилей телей çеç илсе килтĕр,
Хуйхă-суйхă ирттĕр айккинчен,
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр,
Эпир хисеплетпĕр сана чĕререн.

Чунтан юратса – Пелепей хулинче пурăнакан Юлия йăмăкĕпе ачисем.

Автор:Инга Алексеева