Урал сасси
+10 °С
Ясно
САЛАМЛАНИСЕМ
25 Сентября , 04:00

Маргарита Давыдовна МАСТЕРОВА

Ермеккей районĕнчи Креппит ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, хаклă аннене, çепĕç кукамая Маргарита Давыдовна МАСТЕРОВАНА 80 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр!

Добавить в предпочтительные источники Google
Маргарита Давыдовна МАСТЕРОВАМаргарита Давыдовна МАСТЕРОВА
Маргарита Давыдовна МАСТЕРОВА

Хамăрăн чи çывăх çынна чун-чĕререн юратса ырлăх-сывлăх та лăпкăлăх сунатпăр. Пире нумай-нумай çул савăнтарса, хавхалантарса пурăнмалла пултăр. Яланах кăмăллă та хаваслă, чунупа çамрăк пул. Пирĕн кил ăшшине малашне те упраса пурăнма вăй-хăвату çитсе пытăр. Ачусемпе, мăнукусемпе, тăванусемпе савăнса, киленсе пурăнма сунатпăр!
Ăшă чун, ырă кăмăл санра
Çăлкуç шывĕ пекех иксĕлмест.
Тĕнчере эс пурришĕн Турра
Тав тумашкăн сăмах та çитмест.
Чунтан юратса – мăшăрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Инга Алексеева