+10 °С
Облачно


Юратнă çыннăмăра юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр утма хурçă пек çирĕп сывлăх, пархатарлă кун-çул, иксĕлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, канăçлăх сунатпăр. Санăн малашнехи пурнăçу савăнăçлă та телейлĕ пултăр! Эпир сана питĕ-питĕ юрататпăр, хисеплетпĕр. Пире савăнтарса нумай-нумай çул пурăн!
Тавах сана, ыр çыннăмăр, эс пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, Андреевсен, Петровсен, Ивановсен çемйисем.