

Петр Иванович, çичĕ теçетке çул вăл уйрăмах илемлĕ дата. Вăл пĕлÿпе, ырă ĕçсемпе пуян. Мухтанмалли, мăнаçланмалли вара сирĕн сахал мар. Эсир тунă тĕпчев ĕçĕсем çынсене хăйсен тымарĕсене пĕлме, çемйипе тата хамăр халăхпа мăнаçланма пулăшаççĕ. Тĕпчев – çăмăл ĕç мар. Кашни информацие тĕплĕн шырамалла, тĕрĕслемелле, танлаштармалла, тирпейлĕн çыхăнтармалла, çавăнпа та сире мĕн шухăшланине, палăртнине пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Ĕçĕр савăнтартăр, килте юратнă та хаклă çынсем кĕтчĕр, çумра ырă та шанчăклă туссем пулччăр. Тĕпчев ĕçĕнче малашне те тĕлĕнмелле япаласем килсе тухчăр, çĕнĕ проектсемпе интереслĕ шухăшсем çуралччăр. Умра çĕнĕлĕхсемпе тулли вăрăм кун-çул пултăр.
Сире чунтан хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.