Урал сасси
+1 °С
Облачно
САЛАМЛАНИСЕМ
5 Октября , 04:00

Венера Федоровна ТРОФИМОВА

Мияки тăрăхĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăрăма, аннене, ырă кăмăллă та вашават кукамая Венера Федоровна ТРОФИМОВАНА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

title
Венера Федоровна ТРОФИМОВАВенера Федоровна ТРОФИМОВА
Венера Федоровна ТРОФИМОВА

Хаклă çыннăмăра сумлă юбилейпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тулли телей сунатăп. Юратнă мăшăрăм, эсĕ манăн пурнăçри çут çăлтăрăм, 55 çул тăршшĕ телейпе юрату, чун ăшши парнелесе пире савăнтаратăн.
Сан пекки урăх çук, эс пурришĕн Турра тав тăватăп.
Яланах эс çумра, çавăншăн пуç таятăп.
Çепĕç саслă кайăкăм, пул ялан эс маттур,
Кунсерен савăнса, пурăнсам çĕр çулччен.


Ытарайми аннеçĕм, кирек хăш вăхăтра та пире чи тутлă апатпа, çемçе вырăнпа, ăшă ытампа кĕтсе илетĕн. Турă сана малашне те сыхласа, упраса пурăнтăр, вăй-хал парнелетĕр. Лăпкă та канăçлă ватлăхра ырă курса, мăнуксемпе йăпанса та мăнаçланса, пире савăнтарса нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр. Ырри çине ырă пултăр, пурлăх çумне пурлăх, сывлăх çумне сывлăх хутшăнтăр.

Ырă сунса та юратса – Михаил мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсемпе кÿршисем тата юлташĕсем.

Автор:Надежда Родионова