

Çывăх çыннăмăр, сана паллă кун ячĕпе саламласа чăваш юманĕ пек çирӗп сывлӑх сунатпӑр. Ӗмӗтӳсем пурнӑҫланччӑр, сӑн-питре ялан йӑл кулӑ ҫиҫтӗр, ҫывӑх ҫыннусемпе савӑнса нумай-нумай ҫул пурӑнма вӑй-хӑват тапса тӑтӑр. Яланах телейлĕ те сывлӑхлӑ пул. Ӑҫта савӑнӑҫпа сывлӑх – унта илем! Чунра илемлĕ пултӑр. Чунри илем сӑна анчах мар, ҫумри ҫынсемпе тавралӑха та ҫутатать. Чи кирли – хăв тӑвакан ĕҫ чунна вырттӑр. Ырӑ кӑмӑлна хирĕҫ ырӑлӑх пултӑр! Çын хушшинчи хисепÿ нихăçан та ан чактăр. Эпир сана юрататпăр, санпа мăнаçланатпăр. Пирĕнпе юнашар çавăн пек çын пурришĕн Турра тав тăватпăр.
Пурнăç çулĕ такăр пултăр,
Ан хавшатăр сывлăху,
Тулăх кĕр пек пуянлантăр
Ыр ĕçсемпе кăмăлу.
Ырă сунса та юратса – мăшăрĕпе ачисем, амăшĕ, пиччĕшĕпе аппăшĕсем тата вĕсен çемйисем, хунямăшĕ, тăванĕсем.