

Юратнă та çывăх çыннăмăр, сана çак паллă кун ячĕпе саламласа пурнăç çулĕпе малалла та çирĕп утма ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Çĕр çинчи мĕнпур ырри, таси, савăнăç парнелекенни санпа пĕр çулпа утчăр. Малашне те çут тĕнче илемĕпе киленсе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр, мăшăрупа ачусен, мăнукусен ăшшине туйса мĕн ватăличчен пурăнмалла пултăр. Эсĕ юнашар пулнипе эпир телейлĕ.
Аллусем сан, чăн та, ылтăн,
Кăмăлу хĕвел пекех,
Ĕçÿпе савăнтаратăн,
Мухтанатпăр çемйипех.
Пурăн пĕртте чирлемесĕр,
Ыррăн-сыввăн та таса!
Ăраскал сунатпăр эпир,
Ыр сунса, чунтан савса.
Юратса та хисеплесе – мăшăрĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕсем.