

Хаклă вĕрентекенĕмĕр, эсир нумай-нумай ҫул хушши Çтерлĕпуç районĕнчи Тетӗрпуҫ ялӗнчи шкулта мĕн тивӗҫлӗ канӑва кайиччен педагог пулса ӗҫлерĕр. Ачалăхăр Пишпÿлек районĕнчи Юманлăх ялĕпе çыхăннă пулсан та сирĕншĕн Тетĕрпуç ялĕ тăван кĕтес пулса тăни пире савăнтарать. Мĕншĕн тесен эпир сирĕн хÿттĕрте çитĕннĕ.
Ҫак чаплӑ та сумлӑ юбилей ячӗпе саламланă май эпир сирĕн умăрта пуç таятпăр, ача чухнехи шухă та кÿрентернĕ самантсемшĕн каçару ыйтатпăр. Эсир ăс-тăн панине, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнине нихăçан та манас çук. Сире вӑрӑм ӗмӗр, ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, тулӑх та савӑк пурнӑҫ сунатпӑр. Яланах чунпа çамрăк пулăр, питĕр ҫинче йӑл кулӑ ҫиҫтӗр. Мĕн шухăшлани пурнăçланса пытăр. Ачăрсемпе мӑнукăрсен, хăвăр пĕлÿ панă ачасен ӑшшипе киленсе пурӑнмалла пултӑр.
Ăшă салампа – 1978 ҫулта Тетĕрпуçĕнчи шкултан вĕренсе тухнисен ятĕнчен Геннадий Челпир çыравçă.