

Пирĕн аннен пурнăç çулĕ çăмăл пулман, вăл хисепе тивĕç. Вăл 1941 çулта Кашкар ялĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕ тата çамрăклăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи тертлĕ çулсемпе тÿр килеççĕ. Вăл вăхăтра самани çирĕп те чăтăмлă, ĕçчен пулма хистенĕ. Елена Клавдиевна нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Кунта вара вĕсене ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкрен çывăх çынсене хаклама, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарнă.
Пурнăçри çемье шăпине ял хĕрĕ Виталий Яковлевпа çыхăнтарнă. Виталий Александровичпа вĕсем чылай тĕрĕслев витĕр иртнĕ: савăнăçра та, хурлăхлă самантра та пĕрле пулнă, пĕр-пĕрне пулăшса, алла-аллăн тытăнса малалла утнă. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ. Елена Клавдиевна повар, çăкăр пĕçерекен пулнă, колхозра ĕне сунă. Унăн алли яланах ĕçпе тулли пулнă, чĕри вара çемье ăшшишĕн канăçа çухатнă.
Анне «Урал сасси» хаçатпа та туслă. Унăн пухмачĕнче хаçата халалласа çырнă сăвă йĕркисем те упранаççĕ:
«Почта килнине курса, урамра кĕтсе ларап.
Ушкăн ĕçе пăрахса,«Урал сассине» вулап».
Паянхи кун Елена Клавдиевнăшăн пысăк та туслă çемье чи пысăк пуянлăх шутланать. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр ăна 11 мăнук тата 16 кĕçĕн мăнук парнеленĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе юратăвĕ уншăн пурнăçри чи пысăк та сумлă награда шутланать.
Хисеплĕ çыннăмăра çавра çулпа чĕререн саламласа пурнăç çулĕпе хавхаланса утма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, тулли телей, пархатарлă вăрăм кун-çул сунатпăр. Санăн тараватлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, кăмăл ăшши хутшăнсах пытăр. Çĕр çинче мĕнпур лайăххи санпа пĕр çулпа уттăр. Нумай çул ачусемпе мăнукусен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнмалла пултăр. Пирĕншĕн яланах чун тĕрекĕпе хÿтлĕх пулнăшăн, тăван кил ăшшине упранăшăн чĕререн тав тăватпăр.
Аннене суйламаççĕ, ма тесен вăл пĕрре.
Аннене хурламаççĕ, вăл çуратнă пире.
Тайма пуç сана анне, пул ялан пирĕнпе пĕрле –
Çут тĕнче санпа чух юмахри пек хитре.
Чĕререн саламласа – ачисем, 11 мăнукĕ тата 16 кĕçĕн мăнукĕ.