Ку темăна ахальтен суйласа илмен. Кăçал кăвар чěреллě поэтăмăр çуралнăранпа 120 çул çитет. Мастер-класра ачасем вырăнне вěрентекенсем пулчěç (шкул ачисем каникултаччĕ). Алена Ивановна хатěрленě урок пурин кăмăлне те кайрě. Пултаруллă вěрентекен ку чухнехи çěнě вěрентӳ технологисемпе вырăнлă усă курса, хальхи дидактикăра вěсен пěлтерěшě çӳллě шайра пулнине кăтартса пачě. «Чăваш чěлхи урокěсенче çěнě меслетсемпе тата мелсемпе усă курасси» докладěнче вăл çакна палăртса хăварчě - «…учителěн яланах çěнě çул шырамалла, пуррипе кăна çырлахмалла мар, ачасен вěренес туртăмне ӳстермелли мелсем тупмалла». Районти чăваш учителěсен методика пĕрлешĕвĕн ертӳçи Юламан шкулěнче вěрентекен Юлия Федорова та урокра çěнě технологисемпе усă курнин пěлтерěшě çинчен тухса калаçрě. Цифрăллă материалсем учитель ěçне çăмăллатнине, ачасене астуса юлма тата вěсен вěренес туртăмне çěклеме май панине палăртрě. Çавăн пекех ěç проекчěсемпе слайдсем хатěрленин, ачасем хăйсем видеофильмсемпе клипсем ӳкернин тӳпи пысăк пулни çинче чарăнса тăчě. Мăйлăпукан ялěнчи вăтам шкулта вěрентекен Леонид Шляпкин вěрентес ăсталăха ялан аталантармаллипе пěрле учителěн ěмěр тăршшě пěлӳ илмеллине асăрхаттарчě. Районти вěрентӳ пайěн методисчě Эльвира Абсалямова чăваш чěлхине вěрентес ěç районта лайăх шайра пулнине палăртрě. Иртнě çул 9 класс пěтерекенсенчен 46 ача чăваш чěлхипе патшалăхăн тěп экзаменне ăнăçлă тытнă. Кăçал 10 ача чăваш чěлхипе тата литературипе республика шайěнчи олимпиадăна хутшăннă. Вěсенчен иккěшě парнеллě вырăн йышăннă, виççěшě çěнтерӳçě пулса тăнă. Çавăн пекех авăркассем тěрлě наукăпа практика конференцийěсемпе конкурссене хутшăнса яланах малти вырăнсем йышăнаççě. Вěрентекенсем çитес вĕренÿ çулĕнче чăваш чěлхи урокĕсем сахалланас ыйтăва та хускатрěç. Çакă сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пěтěм шкулсем 5 кунлă вěрентÿ системи çине куçнипе çыхăннă. Тата пурне те канăç паман ыйту - паян чăваш ачисем «вырăсланса» пыни. Ку шухăшлаттарать, çěнě меслетсем шырама хистет. Ачасемпе те, вěсен ашшě-амăшěсемпе те калаçмалла. Пурин те ăнланмалла – атте-аннесен, асатте-асаннесен чěлхине пěлни кирлех.