Пур хыпар та
Семинар
21 Ноябрӗн 2023, 12:20

Туймазă хули журналистсене пухрĕ

Туймазă хулинчи «Изумурд» санаторипе профилакторинче йĕркеленĕ Пушкăртстанăн кăнтăр-хĕвеланăç журналисчĕсен семинарне республикăн сакăр хулипе районĕн (Туймазăпа Октябрьский тата Пелепей хулисем, Ермеккейпе Пишпÿлек, Миякипе Раевка тата Давлекан районĕсем) представителĕсем хутшăнчĕç.

Туймазă хули журналистсене пухрĕ
Туймазă хули журналистсене пухрĕ

Кунта материалсене интереслĕрех те пуянрах пичетлесе кăларассипе, хаçатăн сайчĕпе тухăçлă ĕçлемелли майсемпе вăрттăнлăхĕсене шыраса тупассипе, социаллă сетьсенчи страницăсене аталантармалли инструментсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Пухăннисен умне Туймазă район администраци пуçлăхĕн çумĕ Руслан Агипатов, «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн тĕп директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Расул Сафаргалеев тата Пушкăртстанри Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ Вадут Исхаков тухса сăмах каларĕç, Хисеп хучĕсем парса журналистика сферинче çитĕнÿсем тунисене тата нумай çул тăрăшса ĕçленисене чысларĕç.
Чыслав церемонийĕ хыççăн сывлăш çавăрса иличчен журналистсем медиа-тренер Зухра Саиткулова эксперт паллаштарнă интереслĕ те пĕлÿллĕ информаци авăрне путрĕç. Спикер Пушкăртстанăн кăнтăр-хĕвеланăçĕнчи методикăпа пултарулăх пĕрлешĕвĕн пичетленекен массăллă информаци хатĕрĕсене тĕплĕн сÿтсе явни, хаçата вулакансен аудиторийĕ валли тата интереслĕхрех тăвассипе панă канашĕсем хаçатсен коллективĕсене хăйсен кăларăмĕ çине çĕнĕлле пăхса илме май пачĕç.
Тепĕр спикер – «Башинформ» Издательство агентствин тĕп редакторĕн çумĕ Станислав Шахов сайтпа ĕçленĕ чухне тăвакан йăнăшсем, вĕсене мĕнле тÿрлетмелли çинче чарăнса тăчĕ. Вăл каланинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: вулаканшăн «кĕрешесси» тата та çивĕчрех иртет. Мĕншĕн тесен паян ун çине питĕ нумай информаци «ишĕлсе анать».
Семинара пухăннă журналистсем техника ыйтăвĕсене Издательство çурчĕн сайчĕсен веб-редакторĕпе Азамат Абдрафиковпа, экономикăпа çыхăннисене Айгуль Абдуллинапа сÿтсе яврĕç.
Çапла майпа спикерсем нумай кирлĕ те усăллă япаласем çинчен каласа пачĕç. Çакăншăн вĕсене пысăк тав!
Ирида НОВИКОВА.
Туймазă хули.

Туймазă хули журналистсене пухрĕ
Туймазă хули журналистсене пухрĕ
Туймазă хули журналистсене пухрĕ
Туймазă хули журналистсене пухрĕ
Туймазă хули журналистсене пухрĕ
Туймазă хули журналистсене пухрĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: