Чăваш филологийĕн «Формирование глобальной компетенции обучающихся на уроках родной (чувашской) литературы» секци ĕçне филологи наукисен кандидачĕ, тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Лира Аркадьевнан йĕркелесе пынă. Çакна та палăртса хăвармалла, асăннă секцине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕренÿ ĕçченĕн Лира Афанасьеван 50 çулхи юбилейне халалланă.
Кунта Чăваш Енпе Пушкăртстан Республикинчи пуян опытлă вĕрентекенсем мастер-классем кăтартнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ А.Ю. Московцеван «Как мотивировать обучающихся изучать родной (чувашский) язык и литературу» педагогика мастерскойĕ пухăннисене хăйĕн çĕнĕ мелĕсемпе, педагогика ыйтăвĕсене пултаруллă та тухăçлă татса пама май пуррипе кăсăклантарнă. А.Московцеван шухăшĕпе чăваш литература урокĕсенче хăш-пĕр уйрăм произведенисене вĕренмелли тухăçлă мелсенчен пĕри рэп шутланать. Çакна асăннă секцине хутшăннă вĕренекенсем К.В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăксене рэп стилĕпе вуласа çирĕплетсе панă. Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕн аслă категориллĕ вĕрентекенĕ Л.Н. Павлова хатĕрленĕ «Эффективные методы формирования функциональной грамотности школьников на уроках чувашского языка и литературы» мастер-класĕ те çÿллĕ шайра иртнĕ. Пуян опытлă вĕрентекен вăйă урлă тăван чĕлхене вĕрентме, пысăк çитĕнÿсем тума пуррине кăтартса панă.
Çавăн пекех семинар вăхăтĕнче «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсăн пĕтĕмлетĕвне тунă, çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысланă. Вĕсене хатĕрлекен вĕрентекенсене пурне те чĕререн тухакан сǎмахсемпе тав тунă.
Ирида НОВИКОВА. Çтерлĕ хули.