Пур хыпар та
Шăпăрлан
22 Кӑрлач 2020, 12:33

Тăван чĕлхене упрар

Пĕр чĕлхе - пĕр ăс, нумай чĕлхе - нумай ăс теççĕ халăхра. Кирек мĕнле чĕлхене пĕлни те усăллă. Анчах та, анне чĕлхине сума сăвассине, юратассине ача пахчинченех пуçламалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи ача сачĕн воспитателĕсем.

Кашни çын ашшĕ-амăш чĕлхине, тăван халăх историне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пĕлме тивĕç. Хамăрăн культурăна пуянлатас, унăн шайне ÿстерес тесен пирĕн те кашнинех тăрăшмалла. Мияки районĕнчи Хурамал ялĕнчи ача-пăча садĕнче чăваш чĕлхине аталантарас, йăла-йĕркесене упраса хăварас енĕпе сахал мар вăй хуратпăр. Ачасемпе чăваш юмахĕсем лартатпăр, юрă-ташăсем вĕренетпĕр. Тупмалли юмахсем, сăвăсем вулатпăр. Уявсене те чăвашла ирттеретпĕр. Унсăрăн хăвăн халăхунтан уйрăлса каясси те часах. Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех: хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех йăванать. Чăваш çĕршывне «Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» тенĕ. Апла пулсан, çĕр пин юрра, çĕр пин тĕрре ачасем патне çитермелле, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштармалла, çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнма вĕрентмелле. Ку – пирĕн тивĕç. Чăваш чĕлхи уявра кăна мар, пур çĕрте те янăратăр: çемьере, ытти халăхсем хушшинче.
Нина САФИУЛЛИНА,
аслă воспитатель.
Мияки районĕ,
Çĕнĕ Хурамал ялĕ.