Кил-çуртра усă куракан хытă каяшсем тавра пуçтарăннă ыйтусенчен пĕри – Раççей Федерацийĕнчи пур субъектсем те коммуналлă каяшсемпе çĕнĕлле усă курасси çине куçни. Асăннă реформа 2019 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕрĕ.
РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2018 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă «Раççей Федерацийĕн 2024 çулчченхи аталанăвĕн наци тĕллевĕсемпе стратегилле задачисем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, РФ территорийĕнче коммуналлă каяшсемпе стратегилле усă курасси тĕп задачăсенчен пĕри шутланать. Регионсен коммуналлă каяшсене ĕçе ярасси пирки комплекслă система йĕркелемелле. Хатĕр-и-ха республика çĕнĕ системăна куçма? Çак çĕнĕлĕхе халăх епле йышăнĕ? «Регионти операторсен» институтне пурнăçа кĕртни епле ыйтусене татса парĕ? Çак ыйтусене ПР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрне Илдар Хадыева патăмăр.
- Илдар Римович, хытă коммуналлă каяшсене ĕçе ярассипе, каяшсене уйăрассипе çыхăннă йĕркене тĕпрен улăштаракан çĕнĕ реформа картлашки умĕнче тăратпăр. Республика çак çĕнĕлĕхе хатĕр-и?
- Асăннă реформа йышăнмасăр май çук. Каяшсене полигонсене чавса чикни ыйтăва татса памасть. Полигонсем унччен епле çитмен, халĕ те çаплах çитмеççĕ. Муниципалитетсен çак ыйтăва татса пама нихăçан та укçи-тенки çителĕклĕ пулман. Ытларах республика бюджетĕнчен илме тÿр килнĕ.
Каяшсемпе ĕçлесси тĕнчипех тупăшлă ĕç шутланать. Пирĕн тĕп тĕллев – çак ĕçе пурнăçа кĕртме регион шайĕнче мĕнпур кирлĕ условисем тăвасси. Ăна татса парас тесен каяшсенчен иккĕмĕшле чĕр тавар уйăрса илмелле, иккĕмĕш пурнăç паракан системăпа отрасль йĕркелемелле. Каяшсен 50% усăллă компонентсенчен тăрать. Вĕсенчен хуçалăхра кирлĕ таварсем туса кăларма май пур.
Паянхи саккунсенчен нумайăшĕ иккĕмĕш чĕр тавара çĕр айне чавса чикме чарать. Сăмахран, 2017 çулта тĕслĕ тата хура металсене, хăрушă каяшсене çĕр айне чавса чикме чарнă. 2018 çулта çак списока хут, термопластика, полиэтилен кĕнĕ.
Каяшсемпе усă курассипе çыхăннă Территориллĕ схема тăрăх, республикăра тăхăр хытă коммуналлă каяш полигонĕ, 26 çÿп-çап уйăрмалли комплекс, 48 куçарса тиемелли пункт хута яма палăртнă. Суйласа илнĕ иккĕмĕш чĕртавартан пĕрер япала туса кăларма çÿп-çап уйăракан комплекссенче экотехнопарксем уçмалла. Экотехнопарксенче суйласа илнĕ хутран, кĕленчерен, полиэтиленран хуçалăхра усă курмалли япаласем туса кăларакан предприятисем уçмалла. Пĕтĕмĕшле Раççейĕпе 70 экотехнопарк туса лартма палăртаççĕ. Патшалăх полигонсем уçма мар, паянхи самана ыйтакан комплекссем хута яма пулăшĕ. Малашне полигонсем суйланă хыççăн тăрса юлнă хăш-пĕр каяшсене чавса чикме çеç кирлĕ пулĕç. Халĕ эпир пысăк калăпăшлă каяшсене те полигона кая-кая тăкатпăр. Çавна май пур пек полигонсем икĕ-виçĕ хут хăвăртрах тулаççĕ, вĕсене пула 2300 санкци паман свалкăсем пулса кайнă. Паянхи кун экологи тата çут çанталăкпа усă куракан министерство регионти операторсем пулăшнипе санкцилемен çÿп-çап тăкмалли вырăнсене шута илет. Малашне муниципалитетсен вĕсене тĕп тумалла. Хытă коммуналлă каяшсемпе çĕнĕлле усă курассипе çыхăннă программа тавралăха хăтлăрах тума пулăшĕ.
- Республикăна зонăсем çине пайласа конкурслă майпа регионти операторсене суйларĕç. Пур каяшшăн та вĕсем яваплă пулĕç-и?
- Территори схеми тăрăх, пирĕн республика регионти операторсен ĕç-хĕлне тăватă зонăна пайларĕ. Унсăр пуçне тепĕр зона - ЗАТО Межгорье хули - хутшăнать. Регионти операторсем подрядчиксем пек хытă коммуналлă каяшсемпе ĕçлекен операторсемпе килĕшÿ тăвĕç. Регионти операторăн тĕп тивĕçĕ – вĕсемпе килĕшÿ тăвасси. Бизнес çÿп-çап уйăракан комплекссем тума май пачĕ. Республикăра паянхи кун 47 полигон. Вĕсенчен 36-шĕ патшалăх реестрне кĕнĕ.
- Хытă коммуналлă каяшсемпе ĕçлессипе çыхăннă çĕнĕ системăна кĕнĕ май район, хула, ял хутлăхĕсен администрацийĕсем, халăх мĕн тăвĕç?
- Çĕнĕ саккун тăрăх, муниципалитетсем ертсе пыракан компанисемпе, ял хутлăх администрацийĕсемпе, çынсемпе пĕрле çÿп-çап тăкмалли вырăна тупса палăртĕç, йĕркелĕç. Çак ыйтăва пĕрлехи пухура татса памалла. Регионти операторăн ĕçĕ çÿп-çап тăкакан вырăнтан пуçланать.
Тепĕр тĕп ĕç – халăха çÿп-çапа уйăрса тăкма вĕрентесси. Ăнланас пулать: укçа-тенке çÿп-çап калăпăшне шута илсе тÿлетпĕр. Калăпăшĕ мĕн чуль пĕчĕкрех, укçине çавăн чухлĕ сахалрах тăкаклăпăр. Каяшăн калăпăшне вара çÿп-çапа уйăрса çеç пĕчĕклетме пулать. Нумай хваттерлĕ çуртсем пĕтĕмĕшле çÿп-çап калăпăшĕшĕн тÿлеççĕ.
ПР Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствин пресс-служби.