Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
20 Ноябрӗн 2019, 14:04

Анне кунне халалласа

Çут тĕнчене çĕнĕ чун парнелекен‚ ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерекен‚ ĕмĕр тăршшĕпех тĕпренчĕкĕсемшĕн тăрăшакан хĕрарăм хисепе тивĕçлĕ. Çулсерен ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Анне кунне паллă тăватпăр.

Кăçал уяв ноябрь уйăхĕн 24-мĕш кунĕпе тÿр килет. Сăмах май‚ ăна çак кун Итали‚ Испани‚ Греци‚ Финлянди‚ Турци‚ Япони тата 47 çĕршывра уявлаççĕ. Ахальтен мар тĕнчери чи çывăх çынна хĕвелпе‚ уйăхпа‚ çÿл тÿпери çăлтăрпа танлаштараççĕ. Унăн ăшши‚ чăн та‚ пурне те çитет. Праçник умĕн эпир халăхран ыйтса пĕлме шутларăмăр. Тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан çынсем çак ыйтусене хуравларĕç:
1) Анне сăмах сирĕншĕн мĕне пĕлтерет?
2) Аннĕр пĕçернĕ юратнă апат?
3) Ачалăхпа тата аннепе çыхăннă асра юлнă самант?
4) Уяв кунне пур аннесене мĕн суннă пулăттăр?
Анастасия Никитина. Мускав хули – Пелепей районĕ. Эпĕ тăван кĕтеспе килтен аякра пурăнатăп. Маншăн анне вăл – чи çывăх çын, хĕвел ăшши, чăн-чăн юрату. Пĕчĕкренех вăл мана йывăр самантсенче пулăшса пырать, хăйĕн ăшшипе çупăрласа упрать, çутипе чунри «хура пĕлĕтсене» хăваласа ярать. Анне пĕçернĕ чи юратнă апат вăл – икерчĕ. Ун пек тутлă икерчĕ эпĕ хальччен те çисе курман‚ курас та çук. Отпуск вăхăтĕнче тăван киле таврăнсан‚ анне яланах мана хăйĕн тутлă икерчипе хăналать. Аннепе çыхăннă асра юлнă самантсем чылай ĕнтĕ. Пĕррехинче‚ ача чухне‚ ураран йытă çыртрĕ. Вăйлă çыртнипе‚ вăл чăтмалла мар ыратрĕ. Анне вара фельдшер килессе кĕтсе тăмарĕ‚ мана алă çине çĕклерĕ те ун патне йăтса кайрĕ. Уяв кунĕнче эпĕ пур аннесене те çирĕп сывлăх‚ вăрăм ĕмĕр сунатăп.
Наталья Савенкова. Куюргазă районĕ‚ Ермолаево ялĕ. Анне… Çак кĕске сăмахра мĕн чухлĕ ырă та çепĕç туйăм, вăй-хăват. Хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă çынна пĕлтерекен сăмах! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Ача чухне пирĕн пата хăнана аннепе пĕртăван ывăлĕсемпе хĕрĕсем килетчĕç. Анне пире‚ ачасене‚ хăналама яланах тутлă апат-çимĕç‚ çăкăр-булка пĕçеретчĕ. Унăн çÿхе икерчине ас тивсе пăхма кÿршĕ ачисем те чупса килетчĕç.
Светлана Виноградова. Федоровка районĕ‚ Ключовка ялĕ. «Анне» сăмахран чи çепĕççи те чуна çывăххи çук та пулĕ тесе шухăшлатăп. Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та çывăх çын. Эсĕ мĕн çинчен шухăшланине, мĕн пирки ĕмĕтленнине‚ мĕншĕн куляннине, савăннине, мĕн ыратнине пĕтĕмпех пĕлет вăл. Маншăн «анне» сăмах тăван кил ăшшипе çыхăннă. Паянхи кун эпĕ çемьеллĕ çын. Хам та икĕ хут анне пулнă. Апатне те начар хатĕрлеместĕп. Анчах‚ анне пĕçернĕ кавăн куклипе каснă салма яшкишĕн чуна пама хатĕр. Эпĕ анне Шупашкар хулинче‚ 3 курса вĕреннĕ чухне çуралнă. Сесси вăхăтĕнче мана кукамайпа кукаçей патĕнче хăваратчĕç. Кичем ан пултăр тесе кукаçей чуччу туса панăччĕ. Пĕр илемлĕ кун хайхи чуччупа ярăнаттăмччĕ. Кĕтмен çĕртен анне сессинчен таврăнса çитрĕ. Ăна курсан‚ эпĕ калинкке еннелле чупрăм. Аннене мăйĕнчен ыталаса илтĕм. Унăн ăшă ытамне вара паянхи кунччен туятăп. Анне ачашăн чи кирлĕ çын. Çавăнпа пур аннесене вăрăм ĕмĕр‚ çирĕп сывлăх сунатăп. Ачисен пулăшăвĕпе тимлĕхне курса, туйса пурăнмалла пултăр.
Виктория Воронцова‚ Кармаскалă районĕ‚ Тинĕскÿл ялĕ. Маншăн анне вăл - телей‚ ырлăх‚ ăшă калаçу тата çутă çăлтăр. Вăл пĕçернĕ апат пирĕншĕн яланах тутлă пулнă. Çавăнпа чи юратнине уйăрса калама йывăр. Хуплу‚ яшка тата кăмакара пĕçернĕ çăкăр тути паянхи кунччен асра. Анне кунĕнче пĕтĕм тĕнчери аннесене туслă та çирĕп çемье‚ ырлăх-сывлăх‚ чунра лăпкăлăх сунатăп. Ачăрсем йĕркеллĕ пулччăр‚ ăшшăн пăхса‚ йăл кулса‚ ăшă сăмахсем каласа‚ яланах хисеплесе тăччăр.
Анжелика Ташкент‚ Çтерлĕ хули. Анне - чи ăшă‚ чуна çывăх сăмах. Вăл маншăн юратнă çыннăм‚ тус-тантăшăм. Манăн анне питĕ тутлă пĕçерет‚ тиркеме те намăс. Çапах та вăл пĕçернĕ йăвасене палăртса хăварас килет. Ачалăхри чи асамлă вăхăт вăл – анне мана ишме вĕрентни. Çак çитес уяв кунĕ ячĕпе эпĕ пур аннесене те вăрăм ĕмĕр‚ сывлăх‚ савăнăçлă кунсем сунатăп.
Анастасия Евпраксина‚ Тольятти хули. Маншăн анне – Пĕтĕм Тĕнче‚ Манăн Тĕнче‚ юратупа ырлăх‚ ăнлану туйăмĕсемпе пуян тĕнче. Анне апат пĕçерме питĕ юратать. Хуран кукли вара уйрăмах кăмăла каять. Манăн ачалăх анне çумĕнче иртнĕ. Çавăнпа эпĕ хама телейлĕ çын тесе шутлатăп. Мĕн сунас-ши аннесене!? Чăн малтан – çирĕп сывлăх.
Ирида МАТНИЯЗОВА ыйтса пĕлнĕ.
Читайте нас: