+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Юратнă мăшăрăм‚ сана юбилей ячĕпе чун-чĕрери чи çепĕç те ăшă сăмахсемпе саламлатăп. Кун-çулу вăрăм та такăр‚ телейÿ тулли‚ сывлăху çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса‚ ачасемпе мăнуксен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр. Йывăр самантсенче пире яланах пулăшма васкатăн‚ хăвăн хавхалантаракан сăмахусемпе шанчăк кÿретĕн‚ чĕрене ăшăтса, çунатлантарса яратăн. Яланах хаваслă та ырă‚ чунупа çамрăк пул‚ чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай çул пурăн.
Ăшă салампа - мăшăрĕ.