Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
21 Июлӗн 2021, 12:23

Пире чун ăшшине парнелекен анне

Эх‚ аннеçĕм‚ анне килсе лар ман çума... Çак илемлĕ юрă йĕркисемпе тивĕçлĕ çын çинчен çырса пĕлтерес килет. Çак кунсенче Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан çывăх çыннăмăр - анне‚ Галина Ильинична Герасимова‚ 70 çул тултарать.

Г.И. Герасимова (сулахайран иккĕмĕшĕ) йышлă çемйипе.
Г.И. Герасимова (сулахайран иккĕмĕшĕ) йышлă çемйипе.

Вăл 45 çул фермăра ĕне сунă. Шанса панă ĕçе яваплăхпа пурнăçланă. Ахальтен мар сĕт суса илессипе пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Çакна килте упранакан Хисеп хучĕсем те çирĕплетеççĕ. Аннепе атте тăватă ача çуратса çитĕнтернĕ‚ вĕрентсе кăларнă‚ пурнăçа йĕркелесе пыма пулăшнă. Пире ĕçе вĕрентнĕшĕн‚ ÿстернĕшĕн тата ăс панăшăн вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.
Паянхи кун аннене 9 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук савăнтарать. Вĕсем ăна питĕ юратаççĕ‚ унăн пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ. Яланах пĕрле пухăнса кукамăш-асламăшне пулăшма васкаççĕ. Анне те мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать‚ салху самантра тарăн шухăша путать‚ пăшăрханать.
Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та вăл алă усса лармасть. Аттене хуçалăхра пулăшать: вĕсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ‚ кайăк-кĕшĕк тытаççĕ‚ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Çывăх çыннăмăр ачисемпе мăнукĕсем валли тутлă апат пĕçерме те ăста. Унăн ялан пире валли хуплу‚ икерчĕ‚ кукăль пиçнĕ. Анне вĕретнĕ чăваш сăрине вара ĕçсе тăранса пулмасть.
Эпир‚ ачисемпе мăнукĕсем‚ хамăрăн юратнă çыннăмăрпа чăннипех мăнаçланма пултаратпăр. Вăл пирĕншĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулса тăрать.
Анне - пирĕншĕн чи илемлĕ, чи ăслă хĕрарăм‚ пире пурне те чун ăшшине парнелекен çын. Хаклă аннемĕр‚ яланах çапла чаплă‚ тĕлĕнмелле асанне-кукамай‚ ăнланакан анне пулса юл. Саншăн кашни кун савăнăçпа ăнăçу илсе килтĕр‚ кашни кун илемлĕхпе вăй-хăват хушса пытăр.
Ачисен ятĕнчен Ирина ЯКОВЛЕВА хĕрĕ.
Давлекан районĕ‚ Чуюнчă-Николаевка ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: