Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
4 Августӑн 2021, 10:36

Елена Николаевна БОРИСОВА

Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ‚ халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан чăваш хастарне‚ Çтерлĕри чăвашсен наципе культура автономийĕн пайташне Елена Николаевна БОРИСОВАНА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Елена Николаевна БОРИСОВА
Елена Николаевна БОРИСОВА

Хисеплĕ Елена Николаевна‚ сире çак илемлĕ юбилей ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа малашнехи пурнăçра та ăнăçу‚ çирĕп сывлăх‚ вăй-хал‚ çемьере тату пурнăç та телей сунатпăр. Ырă пурнăç çăлтăрĕ йăлтăр-йăлтăр çиçтĕр умăрта. Эсир чăвашлăхшăн тунă ĕçсен тÿпи пысăк. Çавăнпа та хастарлăхăр нихăçан та ан иксĕлтĕр‚ ĕмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр‚ çутă ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Сирĕн пархатарлă та пуçаруллă ĕçĕр-хĕлĕр пире ялан хавхалантарса тăтăр.
Ăшă салампа - Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: