Август уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн чи çывăх çыннăмăр 70 çул тултарчĕ. Вăл хăй ĕмĕрне чи пархатарлă та сумлă профессие, ачасене вĕрентес ĕçе, халалланă. Галина Степановна - педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Эсĕ вĕрентсе кăларнă ачасем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ, хăйсене тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕрентекене тав тăваççĕ. Эсĕ - чи ырă та ăшă кăмăллă, яланах пире ăнланма тăрăшакан мăшăр, анне, асанне, кукамай, аппа. Çак сумлă юбилей ячĕпе эпир сана çирĕп сывлăх, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр, тулăх пурнăç, тулли телей те ăнăçу сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай-нумай çул пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курмалла, тăвансемпе савăнса, мăнаçланса пурăнмалла пултăр!
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ăшă салампа - мăшăру, хĕрÿсемпе кĕрĕвÿсем, ывăлупа кинÿсем, мăнукусем, кĕçĕн мăнукусем, Ларисăпа Люба йăмăкусем тата вĕсен çемйисем.