Юратнă аттеçĕм,сана юбилей ячĕпе чун-чĕрери чи çепĕç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Кун-çулу вăрăм та такăр, телейÿ тулли, сывлăху çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшипе киленсе, ачусемпе мăнукусен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр. Мĕн пур ĕмĕтÿ пурнăçланса пытăр, кĕреке тулли тус-тăван пултăр, сĕтел çийĕ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр, çын хушшинчи хисеп ан иксĕлтĕр. Эсĕ пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай çул пурăн.
Ырă кăмăл, сăпайлăх санра
Çăлкуç шывĕ пекех иксĕлмест.
Тĕнчере эс пурришĕн Турра.
Тав тумашкăн сăмах та çитмест.
Ăшă салампа - мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем.