+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хаклă тăванăмăрсене аллă çул каярах мăшăрланнă ятпа саламланă май, илемлĕ пурнăç, çутă телей, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Пурнăçри кашни утăмăр ырлăхпа, юратупа, килĕшÿпе тултăр. Яланах хаваслă та чунăрсемпе çамрăк пулса ачăрсен ырлăхне курмалла, мăнукăрсемпе савăнса нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр.
Телейĕр пултăр иксĕлми,
Чи хакли - сывлăхлă пулни.
Çĕр çул сунатпăр пурăнма,
Тăвансемпе пĕрле пулма.
Ăшă салампа - Герасимовсен çемйи.