Хаклă çыннăмăрсем, сире çак паллă кун ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Çуллахи кунсем пек илемлĕ, çут уйăх пек таса пурнăç, Атăл юхан шывĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр. Турă панă кашни куна савăнса ирттермелле пултăр. Ан чирлĕр, ан ватăлăр, пурнăçри йывăрлăхсене ан парăнăр. Пĕр алăра - ырлăх, тепринче - пурлăх, вĕсене тытса пыма çирĕп сывлăх сунатпăр. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр. Эсир пирĕншĕн ылтăнран та хаклă.
Ылтӑн туй ячӗпе саламлатпӑр сире,
Килĕшÿллӗн тапайтӑр ялан ик чӗре,
Пурнӑҫра юрату вӑй парса тӑрсан,
Ватлӑх тартӑр сиртен аякран-аякка.
Чĕререн юратса - ачисем, мăнукĕсем
тата кĕçĕн мăнукĕсем.