Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
20 Июлӗн 2022, 09:00

Шанчăклă тусăн хакĕ çук

Тĕнчере ĕмĕрхи тата вăхăтлăх ăнлавсем пур. Ылтăн, хаклă эрешсем, капăр тумсем, хаклă автомобильсемпе çуртсем – пурте суя, вăхăтлăх хаклăхсем. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем хаксăрланаççĕ, хуçăлаççĕ, пăсăлаççĕ, модăпа килĕшÿллĕ пулма пăрахаççĕ. Туслăх вара ĕмĕрлĕхех пырать.

Шанчăклă тусăн хакĕ çук
Шанчăклă тусăн хакĕ çук

Тус вăл – хуйха-суйха та, савăнăçа та пĕрле пайлакан, яланах ĕçпе те, канашпа та пулăшма тăрăшакан çын. Вăл шанчăклă, ырă чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла. Вăхăт ирттерме те интереслĕ тус-юлташ кирлĕ. Аннепе унăн тантăшĕн туслăхĕ пирĕншĕн çынлăхăн çутă тĕслĕхĕ пулса тăчĕ. Аннепе Валя аппа, Нина Сергеевна Федоровапа Валентина Юрьевна Горбунова, Пелепей хулине вĕренме кайсан паллашнă. Унтанпа пĕр-пĕринчен уйрăлман та темелле. Ытти нумай çамрăкăнни пекех вĕсен те хăйсен вăрттăнлăхĕсем пулнă. Вĕренсе пĕтерсен те, çемьеллĕ пулсан та вĕсем çамрăк чухнехи çыхăнăва татман. Валя аппа хулана ĕçлеме юлнă, анне тăван ялне таврăнса вырăнти шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентме пуçланă. Валентина Юрьевна Владимир мăшăрĕпе пĕр ывăл та пĕр хĕр, Еленăпа Юрий, çуратса ÿстернĕ. Аттепе анне, Нина Сергеевнăпа Тимофей Васильевич пĕр ывăлпа икĕ хĕре, Александра, Наталийăпа Иринăна, пурнăç парнеленĕ. Аннепе Валя аппа туслă пулнăран ачисем те пĕр-пĕринпе килĕшсех хутшăннă. Вăл вăхăтра телефонсем пулман. Апла пулин те аннепе Валя аппа пĕр-пĕрин патне çырусем çырнă, телеграммăсем янă.
Анне пире Валя аппа çинчен чи çывăх йăмăкĕ пирки каланă пек каласа паратчĕ.
– Валя – вăл тĕрĕслĕхе юратакан, йĕркеллĕ, çепĕç, ырă кăмăллă çын. Унпа калаçма çăмăл, кашни сăмахне илтсен чун çĕкленет. Килĕнче те, ĕçре те Валя тăрăшуллă, тирпейлĕ. Ăна яланах мухтаççĕ, хисеплеççĕ, – тетчĕ.
Валя аппан ырă кăмăлĕ пирки эпир хальхи кунччен те иккĕленместпĕр. Унпа калаçсан чуна çăмăл пулса каять, канашĕсем хыççăн çунатсем ÿсеççĕ.
Çур ĕмĕр сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Эпир хамăр аннесем пултăмăр. Анне те çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Анчах Валя аппа пире пăрахмасть. Хальхи кунччен те шăнкăравлать, канаш парсах тăрать. Пулăшу ыйтсан, пĕр иккĕленсе тăмасăр пулăшать. Ҫапла вара вĕсен туслăхĕ пирĕн ĕмĕре те çитрĕ!
Наталия тата Ирина
СЕМЕНОВАСЕМ.
Федоровка районĕ,
Ашкатар ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: