«Пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен,
Хĕвел пек сирĕн сǎну.
Паян кунта туятпǎр,
Анне пек кǎмǎлǎра»
Пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен Антонида Максимовна Вальщикова Федоровка районĕнчи Ашкатар шкулĕнче 40 ытла çул ĕçлесе миçе ачана вĕрентсе кǎларман-ши?
Пĕрремĕш кунранах Антонида Максимовна пирĕншĕн иккĕмĕш анне пулса тǎчĕ. Эпир ăна сехечĕ-сехечĕпе тимлĕн итлесе лараттǎмǎр. Вǎл пире вулама-çырма кǎна мар, хамǎра тĕрĕс тытма, пурнǎçра пĕчĕкрен лайǎх çын пулма, ырǎпа усала уйǎрма, ваттисене хисеплеме, Тǎван çĕршыва хаклама, атте-аннене юратма, тǎванлǎхпа туслǎх вǎйне туйма хăнăхтарнă.
Мĕн чухлĕ шыв юхмарĕ-ши, миçе хутчен сарǎ-хĕрлĕ тумлǎ кĕркунне алǎкран шаккамарĕ-ши? Ҫапла пĕрремĕш вĕрентекен ирттернĕ уроксем те асрах. Юмахри пек телейлĕ те хаваслǎ ачалǎхǎм, пĕрремĕш хут шкула кайни, чечек çыххи йǎтни, шурǎ бантлă, хǎмǎр кĕпеллĕ, шурǎ саппунлǎ тантǎшсем халĕ те куç умĕнче.
Акă, шкул пĕтерни 31 çул иртрĕ. Класра эпир çиччĕн вĕрентĕмĕр, унта 6 хĕр ача та пĕр арçын ачаччĕ. Антонида Максимовна хĕр ачасене пурне те пĕр пек шурǎ саппунсем çĕлесе тǎхǎнма сĕнчĕ. Эпир пурте пĕр пек илемлĕ пулса тǎтǎмǎр.
Юратнǎ учителе хисеплесе, ун пек пулас тесе эпир тăватă хĕр ача – Таня, Оля, Марина, Наташа – педагог профессине суйласа илтĕмĕр, паянхи кунччен ачасемпе ĕçлетпĕр.
Пирĕн Антонида Максимовна 90 çула çитсе пырать, анчах та вǎл çаплах шеп, маттур, пултаруллǎ. Халĕ те вăл юрлама та, сǎвǎ калама та ǎста. Ăна ял халǎхĕ хисеплет, сума сǎвать. Вǎл сцена çине кǎна мар, сенкер экран çине тухса та пире хавхалантарать. Эпир унпа мăнаçланатпǎр! Пире Антонида Максимовна каланă сăмахсем асра: «Ман пек вǎрǎм ĕмĕрлĕ, юрласа, ташласа пурǎнǎр!» - терĕ.
Çĕре çити пуç тайса, сывлǎх сунатǎп Сире пирĕн пĕрремĕш юратнǎ вĕрентекенĕм, Антонида Максимовна! Эсир пирĕн ачалǎха илемлетекен, пуянлатакан, пурнǎçра хавхалантаракан, ǎс паракан сумлă çын. Эпир Сире манманни чи сумлǎ парне вырǎнне пултǎр! Ан ватǎлǎр! Ан чирлĕр!
Сирĕнпе паян та мухтанатпǎр,
Мухтанатпǎр ĕмĕр тǎршшĕпе.
Пурнǎçра телей сунатпǎр,
Мĕнпур чĕре хĕлхемĕпе.
Наталия СЕМЕНОВА.
Федоровка тǎрǎхĕ,
Ключевка ялĕ.