Юлия Алексеевна Михеева (Спиридонова) Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Çемьере чи кĕçĕнни пулнăран амăшĕн шанчăклă пулăшаканĕ шутланнă.
– Анне 98 çула çитрĕ. Тăватă ывăлпа икĕ хĕре çут тĕнче кăтартса ура çине тăратрĕ. Вăл ĕмĕрне вăрăм та тулли пурнăçпа пурăнса ирттернĕшĕн çемйипе мăнаçланатпăр, – каласа парать анне кукамай çинчен.
Анне ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ĕпхÿри педагогика училищинче ача сачĕн воспитателĕ специальноçа алла илнĕ. Дипломлă специалист мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Пелепей хулинчи 23№ «Светлячок» ача садĕнче воспитатель пулса ĕçленĕ. Унăн чылай воспитанникĕ хулари хисеплĕ çынсем шутланаççĕ. Анне шăпăрлансене воспитани парас ĕçре тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнине унăн пухмачĕнчи чылай Хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ.
– Эпĕ пĕр вырăнта ĕçлесе пенсие тухнă, – тесе анне час-часах калать. Çынпа пĕр чĕлхе тупма, килĕштерме пĕлни унăн паха енĕ шутланать.
Хăйĕн мăшăрне, Валерий Георгиевича, тăван ялĕнчех тĕл пулнă. Аттепе анне манпа Дмитрий пиччене çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, вĕрентнĕ.
Анне маншăн чи çывăх юлташ, ăслă канашçă, тивĕçлĕ тĕслĕх шутланать. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕскер çĕлеме, çыхма, тĕрĕ тĕрлеме юратать. Пушă вăхăтра çемйипе сад пахчинче ирттерет, илемлĕ чечексем ÿстерме кăмăллать. Аннен килĕнче ялан таса та тирпейлĕ, тăвансемпе кÿршисем валли тутлă апат хатĕр. Вĕсем час-часах ун патне чей ĕçме пухăнаççĕ. Чей валли анне çулла тĕрлĕ курăксем пуçтарать, милĕксем çыхать. Вĕри мунчара хурăн, юман милĕкĕсемпе çапăнма кăмăллать. Унăн ырă кăмăлĕнчен, уçă чĕринчен ялан тĕлĕнетĕп. Чылай чух вăл хăй ĕçне хăварса çынсене пулăшма васкать.
– Вăй-хăватпа хастарлăх ялан манпа пĕрле. Пурнăç пĕрре çеç парăнать, ăна тивĕçлĕ пурăнса ирттермелле. Çут çанталăкра уçăлса çÿреме вăхăт тупăр, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнăр, юратнă ĕçпе йăпанăр. Хăвăр сывлăхăра çамрăкран упрăр, – час-часах вĕрентсе калать пире анне.
Професси суйлассипе эпĕ аннен çулĕпе каяс терĕм. Пелепей хулинчи чăваш гимназинче ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентетĕп.
Надежда МИХЕЕВА, хĕрĕ.
Пелепей хули.