Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
4 Мартӑн 2025, 09:40

Кинĕсене хăй хĕрĕсем вырăннех хурать...

Анне вăл – телей, хĕвел çути. Кашни çыншăн вăл пурнăçра чи хаклă çын. Анне юнашар пулсан эпир телейлĕ, пурнăç хĕвелпе тулать, чĕрере лăпкă, çутă та хавас. Çакна эпир хамăр анне пулсан тата та лайăхрах ăнланатпăр.

Кинĕсене хăй хĕрĕсем вырăннех хурать...
Кинĕсене хăй хĕрĕсем вырăннех хурать...

Пирĕн аннене Елизавета Тимофеевна тесе чĕнеççĕ. Вăл 1944 çулта Кармаскалă районĕнчи Грачевка ялĕнче çуралнă. Нумай ачаллă пысăк çемьере çитĕннĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă хыççăнхи çăмăл мар çулсемпе тÿр килнĕрен анне çичĕ класс анчах пĕтернĕ. Щкул хыççăн юнашар Пекенеш ялĕнче почтальон пулса ĕçленĕ.
Çирĕм çул тултарсан Йăмран ял каччине, Алексей Данилова, качча тухнă. Аттепе анне пилĕк ачана кун-çул парнелесе ура çине тăратнă. Тĕпренчĕкĕсем халĕ пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Хăйсен ачисем, мăнукĕсем çитĕнеççĕ. Шел, тăватă çул каялла атте ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Атте пулмасан та анне нихăçан та пĕччен юлмасть, ватлăх кунĕсене тулли пурнăçпа пурăнса ирттерет. Мĕншĕн тесен унăн пилĕк ачи, вунă мăнукĕ тата ултă кĕçĕн мăнукĕ пур. Вĕсем - унăн хÿтлĕхĕ те, савăнăçĕ те, пуянлăхĕ те.
Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче анне хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хаклă çыннăмăра чыслама пĕтĕм çемье, тăвансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Çакă, паллах, аннене хисепленине, сумланине çирĕплетет. Пирĕн анне - питĕ ырă кăмăллă çын, ял-йышпа килĕштерсе пурăнать, кинĕсене хĕрĕсем, кĕрÿшĕсене ывăлĕсем вырăнне хурса йышăнать. Ăна пурте хисеплеççĕ тата юратаççĕ.
Çывăх çыннăмăр тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулнине те каласа хăвармалла. Вăл юрлама юратать. Çамрăк чухне питĕ хитре тĕрлетчĕ. Халĕ ачисем, мăнукĕсем валли алса-чăлха çыхать, чечексем ÿстерет. Кантăк çинчи савăтсен шучĕ те çук. Вĕсем пĕрмаях çеçке çурса савăнтараççĕ, кулленхи пурнăçа илемлетеççĕ. Паллах, выльăх-чĕрлĕх те сахал мар çитĕнтернĕ хăй вăхăтĕнче.
Анне тĕнчере чи хитри, чи маттурри, чи шанчăкли. Йывăр вăхăтра вăл пире пулăшма, ырă та ăшă сăмахсемпе лăплантарма пĕлет. Анне пирĕншĕн мĕн çуралнăранпах тăрăшать, пире ачашлăхне тата юратăвне парнелет. Эпир ăна питĕ юрататпăр, хаклатпăр. Пирĕншĕн унран çывăх юлташ та çук пулĕ. Нумай çул пурăн, аннеçĕм.
Ачисен ятĕнчен Галина ТУРБАНОВА хĕрĕ.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Кинĕсене хăй хĕрĕсем вырăннех хурать...
Кинĕсене хăй хĕрĕсем вырăннех хурать...
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас