Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
5 Мартӑн 2025, 10:00

Хĕрарăм çинчен ытарлă халап

Турă хĕрарăма пурнăç парнеленĕ чухне ултă кун ĕçленĕ тет. Ун патне Пирĕшти (Ангел) кĕнĕ те: «Мĕншĕн çак ĕçе нумай вăхăт уйăратăн эсĕ?» – тесе ыйтнă.

Хĕрарăм çинчен ытарлă халап
Хĕрарăм çинчен ытарлă халап

«Шута илмелли уйрăмлăхсем нумай çав. Вăл час тасалмалла, анчах та пластикран пулмалла мар, 200 ытла пайран тăмалла, çав вăхăтрах унăн хусканăвĕ илемлĕ пулмалла. Чирлесен хăйне хăй сиплемелле. Талăкне 18 сехет ĕçлемелле. Унăн икĕ алă çеç пулсан та пĕр вăхăтрах темиçе ачана ыталамалла, ытамĕпе чун ыратăвне те, чĕр куççи ыратнине те сирмелле» – пулнă хурав.
Пирĕшти тĕлĕнсе: «Ку стандартлă модель-и? Пулма пултараймасть! Пĕр куншăн ытлашши нумай ĕç. Каярах тăвăн», – тенĕ. «Çук, эпĕ ăна паян туса пĕтеретĕп. Вăл манăн чи юратнă чĕрĕ чун пулĕ», – тенĕ Турă.
Пирĕшти хĕрарăм патне çывхарнă та ăна тĕкĕнсе илнĕ: «Пÿлĕхçĕм, вăл ытлашши çемçешке-çке!». «Чăн та, вăл çемçе, анчах та вăйлă. Эсĕ вăл мĕн чухлĕ тÿсме тата çĕнтерме пултарнине тавçăрса илме те пултараймастăн. Черченкĕ курăнать пулсан та унта вăй-хăват иксĕлми», – ăнлантарса панă Турă.
«Уйлама пултарать-и вара вăл? – ыйтнă пирĕшти. «Уйлама çеç мар, ÿкĕте кĕртме те пултарать», – хуравланă Турă. Пирĕшти хĕрарăмăн пит çăмартине тытса пăхнă та: «Кăлтăклă пулас вăл? Шыв юхать-çке унран!» «Çук вăл, юрăхсăр мар, – тÿрлетнĕ Пирĕштине Турă, – куççульсем вĕсем». «Мĕн валли вара вĕсем?», - ыйтнă Пирĕшти. «Вĕсем унăн хурлăхне, юратăвне, пĕчченлĕхне, асапне тата мăнаçлăхне кăтартаççĕ», – хурав панă Турă. «Турăçăм, эс, гени-çке! Эсĕ пурне те шута илнĕ. Хĕрарăм, чăн та, тĕлĕнмелле чĕрĕ чун!», – тĕлĕннĕ Пирĕшти. «Чăн та, çапла. Вăл макăрас килнĕ чух кулма пултарĕ, хăрушă чух йăл кулăпа çиçĕ. Хăйне йывăр чух ыттисене пулăшĕ. Пĕрре пăхсах арçын тăвайман ĕçе пурнăçлама пултарĕ», – çирĕплетнĕ Турă.
Пирĕшти ним калаймасăр шак хытса тăнă. Унтан Турă ассăн сывланă та: «Унăн пĕр çитменлĕх пур, вăл ăна вăхăтра тÿрлетеймен хушăра çакă унăн пурнăçне пăсма пултарать», – тенĕ. «Мĕн-ши вара вăл?» «Вăл хăйне хаклама пĕлменни…»
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас