Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
31 Августӑн 2025, 13:00

«Пĕлÿ кунĕ халĕ те асра»

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери пĕлÿ кунĕ. Нумайăшĕшĕн вăл шкула кайма хатĕрленнипе, çĕнĕ тум туяннипе, пĕрремĕш вĕрентекенпе, юлташсемпе тĕл пулнипе асра юлнă. Çак кун кĕркунне тата шкул пурнăçĕ пуçланать. Пĕрисемшĕн çак кун пĕрремĕш вĕрентекенпе, илемлĕ чечек çыххисемпе, çĕнĕ букварьсемпе асра юлнă. Мĕн калаççĕ-ха тĕрлĕ çулта шкул пĕтернĕ «Урал сасси» хаçат вулаканĕсем, верентекенсем сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ пирки?

«Пĕлÿ кунĕ халĕ те асра»
«Пĕлÿ кунĕ халĕ те асра»

Наталья Петрова (Емельянова). Пĕрремĕш класа 1981 çулта Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка шкулне кайрăм. Пире, пĕчĕкскерсене, пĕрремĕш вĕрентекен Матрена Ивановна Евдокимова ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çак кун чĕрĕ чечексемпе çĕнĕ учебниксен шăршипе çеç мар, темле асамлăх кĕтнипе те асра юлнă. Пуçри илемлĕ бантсем паллă мар пурнăçа вĕçмелли пысăк çунатсем евĕрех туйăнатчĕç.
Хумхану кашни самантрах ÿссе пычĕ. Мана пĕрремĕш шăнкăрав пама тÿр килчĕ. Хăранипе чĕркуççисем те чĕтреме пуçларĕç, анчах эпĕ çакна кăтартасшăн пулмарăм, ман çине çĕршер куç пăхать-çке, пĕрремĕш класс ачисем, ашшĕ-амăшсем, вĕрентекенсем.
Акă, эпĕ шкулти чи пултаруллă арçын ачан, 10 класра вĕренекен Иван Кузнецовăн, ĕнси çинче ларатăп. Ÿкерсе ярасран хăранипе шăнкăрава хыттăн чăмăртаса тытнă. Шăнкăрав сасси ачасене классене кĕме йыхравласа уççăн янăрать... Шкул пĕтерсен педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Халĕ ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре тăрăшатăп.
Ирина Федорова (Сидорова). 1995 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Элшей тăрăхĕнчи Кайраклă шкулне пĕрремĕш класа кайрăм. Çак кун тĕлне мана малтанах «Как хорошо уметь читать» сăвва вĕренме панăччĕ. Вăл мана çав тери вăрăм пек туйăннăччĕ, ăна нихăçан та вĕренейместĕп пуль тенĕччĕ. Апла пулин те аттепе анне пулăшнипе ăна пăхмасăр калама вĕрентĕмĕр. Сăвва çав тери хытă саспа вуланипе кивĕ шкулăн стенисем чĕтреннĕ пекех туйăннăччĕ. Çав тери хумхануллă самант халĕ те асра.
Кайран саламланисем, чечексем пулчĕç. Çак кун ĕмĕрех асра юлнă. Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕçĕн ывăл пĕрремĕш класа кайма хатĕрленет.


Зоя Колесникова (Маркелова). Кăçал Пелепей районĕнчи Ярмулайӗнчи 8 класлӑ шкула пӗтерни ҫур ӗмӗр, 50 ҫул, пулчӗ пулин те тӑван ял шкулӗнче вӗренни ялан асра. Сентябрĕн пӗрремӗшне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеттӗмӗр. Ҫу тӑршшӗпе тунсӑхланӑ юлташсене, вӗрентекенсене курса калаҫас килетчӗ. Каярах, хам вӗрентекен пулсан, вӗренекенсемшӗн тунсӑхлаттӑм. Вăхăт иртнĕçемĕн хамăн тĕпренчĕксем, халӗ мӑнуксем те, хаваспах вӗренӳ ҫулне кӗтнине курса савӑнатӑп. Хам вĕрентнĕ ачасем вĕренÿ çÿлĕ пуçланнă ятпа тăван чĕлхепе çырса саламланишĕн питĕ хĕпĕртетĕп.


Галина Алексеева (Михайлова). 1940 çулта Элшей тăрăхĕнчи Кайраклă шкулне пĕрремĕш класа кайрăм. Аппасем пуррипе шкула кайичченех сас паллисене паллаттăм, хам ятпа хушамата çырма пĕлеттĕм. Тумсем начар, урасенче çăпата, пуç çинче шур çитсăна касса çĕленĕ тутăр пулсан та кăмăлсем хавас, çĕкленÿллĕччĕ. Хĕн пулсан та шкула лайăх вĕренсе пĕтертĕм. Учитель профессине алла илсе çур ĕмĕре яхăн шкулта ĕçлерĕм.


Надежда Кириллова. Сентябрĕн пĕрремĕшĕ хĕвеллĕ те уяр кунччĕ. Çемьере чи кĕçĕнни пулнăран шкула аппасемпе, пиччесемпе кайрăм. Вĕсем вăл вăхăтра вăтам тата аслă классенче вĕренетчĕç. Хăмăр кĕпе, шурă чĕрçитти, çÿçре пысăк шурă бантсем, алăра астра чечекĕсен çыххи. Хама çав тери телейлĕ те мăнаçлăн туяттăм. Урамра пĕлекен çынсем тĕл пулсан пушшех те. «Аппасемпе пиччесемпе пĕр тан шкула утатăп-çке эпĕ! Эпĕ халĕ пĕчĕк мар ентĕ» шутлаттăм эпĕ. Урамра пирĕн пекех чечек çыххисем тытнă ачасем тĕл пулатчĕç. Шкула çитсен вĕренекенсем нумай пулнипе питĕ тĕлĕннĕччĕ. Пирĕн Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче çавăн чухлĕ ача пулнине шутламан та эпĕ! Пуçласа пĕрремĕш класа килнисем çеç 30 ачаччĕ. Ытти ачасем пурте аслă, çÿллĕ, пысăк туйăнчĕç. Эпĕ тата юнашар тăракан ачасем кунта килнисенчен чи пĕчĕккисем пулса тухрăмăр. Çав кун пуçласа хамăн пĕрремĕш вĕрентекенпе Раиса Маркеловна Прохоровапа паллашрăм. Вăл мана кÿршĕ урамра пурăнакан Аля Трифоновапа пĕр парта хушшине лартрĕ.


Надежда РОДИОНОВАПА Инга АЛЕКСЕЕВА
ыйтса пĕлнĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас