Антонина Петрова 1961 çулхи май уйăхĕн 14-мĕшĕнче Гафури районĕнчи Антоновка ялĕнче çуралнă. Хĕр ача ашшĕпе тата амăшĕпе чăвашла çеç калаçнă. Ашшĕ фронтовик пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче алă лаппине амантсан килне таврăннă. Шкулта вĕренме пуçличчен анне вырăс чĕлхине пĕлмен, чăвашла çеç калаçнă.
Мĕн пĕчĕкрен Антонина юрлама кăмăлланă. Вĕсем патне хăнасем килсен вăл урай варрине пукан лартнă та ун çине тăрса хăйĕн юратнă юррисене шăрантарнă. Хĕр ача культурăпа çут ĕç училищинче вĕренме ĕмĕтленнĕ, анчах та шăпа урăхла килсе тухнă, Антонина тантăшĕпе пĕрле штукатура вĕренме кайнă. Апла пулсан та юрлас ĕмĕт ăна нихăçан та хăварман.
Каярах, качча тухсан, анне Çтерлĕ районĕнчи Косяковка ялне пурăнма куçнă. Кунта унăн икĕ ачи çуралнă. Евгений ывăлĕ тата эпĕ – Светлана хĕрĕ. Халĕ Евгений ывăлĕ ятарлă çар операцинче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлет. Эпĕ, Светлана хĕрĕ, ялта библиотекăра ĕçлетĕп.
Вулавăшра ĕçлеме пуçласанах юрлама юратакан хĕрарăмсене пĕрлештерес тесе «Селяночка» пултарулăх ушкăнĕ йĕркелеме шутларăм. Аннене те унта чĕнтĕм. Çапла майпа унăн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ – юрăпа пуянланнă пурнăç. Аннен сасси питĕ илемлĕ те уçă, вăл хăйне кăмăла каякан юрăсене суйласа илет, хаваспах ялти мероприятисенче чăваш тата вырăс юррисене шăрантарать. Чăваш чĕлхине лайăх пĕлет, «Урал сасси» хаçата юратса вулать. Çулсем хушăннă май унăн тăван чĕлхе, культура патне туртăнасси ÿссе пырать.
Анне пысăк сценăн артистки пулаймарĕ пулсан та, пирĕншĕн, ялти çынсемшĕн вăл чăн-чăн çăлтăр шутланать. Унăн юррисем çынсене пĕрлештерсе савăнăç парнелеççĕ, чунсене ăшăтаççĕ. Аннен сассинче ятарласа тума май çук чунлăх, уçă кăмăллăх палăрать. Вăл сцена çине тухса юрлассине Косяковка ял çыннисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, унăн юррисем куракансемшĕн пĕчĕк уяв шутланаççĕ.
Хаклă çыннăмăр хăйĕн ĕмĕтне, пысăк масштабпа пулмасан та, пурнăçлама пултарнăшăн питĕ мăнаçланатăп, хĕпĕртетĕп.
Аннен пурнăç историйĕ ниме пăхмасăр ĕмĕте çухатма кирлĕ маррине çирĕплетет. Çĕршывăн хăш кĕтесĕнче те, пĕчĕк çеç ялта та, пултарулăх пулсан тата хăвăн чун киленĕçне юратсан ĕмĕте пурнăçлама май пуррине пĕлтерет. Чăн-чăн çăлтăр вăл – пысăк хула сцени çинчи йăлтăртатакан çутă кăна мар, çывăх çынсемпе тăвансене ăшăтакан чĕререн тухакан çутă та.
Час-часах ялсенче, сăпайлă условисенче çуралакан талантсене пулăшмалли çинчен шухăшлатăп. Вĕсем пирĕн пурнăçа çутăрах та пуянрах тăваççĕ, культура еткерлĕхне сыхласа хăварма пулăшаççĕ. Аннен пурнăçĕ, килĕшекен ĕçе юратни тата çине тăни пур хĕнлĕхсене те çĕнтерме пултарнин чăн тĕслĕхĕ шутланать.
Светлана НИКОЛАЕВА,
Косяковка ял библиотекарĕ.
Çтерлĕ районĕ.