Пур хыпар та
Ăшă йĕркесем
15 Мартӑн , 11:00

Ырă кăмăллă кÿршĕсене тав тăватăп

«Тĕнче ырă çынсемсĕр мар» текен ваттисен сăмахĕ çĕр çинче ырă кăмăллă, ыттисен нушине ăнланакан, хăть хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр çынсем сахал маррине пĕлтерет. Паян сире Пелепей хулинчи ырă çынсем, кÿршĕллĕ пурăнакан çемьесем çинчен каласа парасшăн.

Ырă кăмăллă кÿршĕсене тав тăватăп
Ырă кăмăллă кÿршĕсене тав тăватăп

Эпĕ 94 çулхи пенсионер, педагогика ĕçĕн ветеранĕ асăннă хулара хамăн çуртпа пурăнатăп. Ывăлăм килсе çÿрет, пулăшать пулсан та уйрăм пурăнать.
Юрипе Мария Андреевсем манпа кÿршĕллĕ пурăнаççĕ. Вĕсен пулăшăвĕпе талăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче те усă куратăп тесен те йăнăш пулмĕ.
Нумай пулмасть пĕр çĕрле алăкран шакканипе вăранса кайрăм. Пĕр ÿсĕр арçын алăка хытă шаккаса уçма ыйтса кăшкăрать. Мĕн тумалла? Хăраса ÿкнипе вăхăт миçе иккенне пăхмасăрах телефонпа Андреевсем патне пулăшу ыйтса шăнкăравларăм. Телефон кĕпçине Маша тытрĕ. Каярах сехете пăхсан унăн юпписем виççĕ тĕлĕнче пулнине асăрхарăм. Çанталăк шăнтнă, сивĕ çил вĕрет. Апла пулсан та кÿршĕсем ман пата часах килсе çитрĕç. Ÿсĕр арçынна алăран тытса манăн çуртран аяккарах илсе кайрĕç. Çав каç вăрах вăхăт куçа хупаймарăм, пуçра «Ырă кăмăллă кÿршĕсем пулăшма килмен, çав ĕçкĕллĕ арçын алăка çĕмĕрсе кĕнĕ пулсан мĕн пулĕччĕ-ши?» текен шухăш вăрахчен канăç памарĕ. Темле шухăш пулнă-ха çав эрех-сăрапа пуçне çухатнă ĕçкĕç çыннăн? Пĕлме çук.
Манăн тепĕр ырă кÿршĕсем - Лилияпа Андрей Логановсем. Андрей полицире ĕçлет. Вăл ырă кăмăллă, ялан пулăшма хатĕр çын тата лайăх çемье пуçĕ. Маншăн, ватă çыншăн, вăл час-часах «Мĕнпе пулăшма пултаратăп сире, Галя аппа?» тени мĕне тăрать-ха. Тумалли ĕç пулмасан та çак ырă сăмахсем чуна ăшăтаççĕ-çке.
Андрейăн Лилия мăшăрĕ, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, медицина колледжĕнче ĕçлет, студентсене лекцисем вулать. Час-часах хамăн сывлăхпа çыхăннă нушасем çинчен унпа калаçатпăр. Ытларах чух пуç ыратнипе тата çаврăннипе тарăхатăп. Вăл мана мĕнле эмелсемпе сипленмеллине сĕнет, туянса та парать, çын çине пĕрре пăхсах диагноз та тĕрĕс лартма пултарать пулĕ. Çапла пĕрре эпĕ пÿртрен тухнă вăхăт пулнă, вăл мана чĕнсен те эпĕ сас паман. Лиля вара эмелсене сĕтел çине хурса хăварнă. Пÿрте кĕрсе эмелсене курсан кам кÿрсе хăварнине тÿрех ăнлантăм. Чăннипе те вĕсем мана пулăшрĕç, çăмăллăх илсе килчĕç. Çакă вара Лилия хăй ĕçне лайăх пĕлекен специалист пулнине çирĕплетет.
Андреевсемпе Логановсем ĕçлĕ çынсем пулсан та яланах мана тимлĕх уйăрма вăхăт тупаççĕ, çуралнă кунпа, уявсемпе саламласа тăраççĕ. Хампа юнашар уçă кăмăллă, çын нушине тимлĕхсĕр хăварман çынсем пурăннишĕн, пурнăç çулĕ çинче ытларах ырă çынсем тĕл пулнишĕн питĕ савăнатăп. Хисеплĕ те юратнă кÿршĕсем, мана, ватă çынна, пулăшнишĕн сире Турă ырлăх çеç парса тăтăр.
Галина АЛЕКСЕЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей хули.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас