Пур хыпар та
ШУРАТĂЛÇĂСЕМ
24 Апрелӗн 2019, 13:16

Пултаруллă Николаевпа Антонов ...

“Тăван Атăл” журналăн март уйăхĕнчи номерĕнче Игорь Николаев юрăç çинчен анлă очерк-тĕпчев (авторĕ - Алина Турхан, 49 стр.) тухнăччĕ. Унăн несĕлĕнче те чăваш юнĕ пур.

Çавна вуланă май, мана хамăрпа юнашар пурăнакан Ишимбай тăрăхĕнчи Валентин Николаев хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăç-композитор аса килчĕ. Епле-ха эпир, чăвашсем, таçти инçетри “çăлтăрсене” куратпăр, анчах юнашар пурăнакан пултаруллă çынсене асăрхамастпăр. Асăрхасан та вĕсене: “Çапла пулмалла” тесе ырă сăмах каласа хăвараймастпăр. Пурнăç вăл пĕр питĕ кĕске самант, паян пур та ыран çук. Çавăнпа манăн вырăнти пултаруллă çынсене çÿлерех çĕклес килет. Вĕсен пултарулăх “çимĕçĕ” чăннипе те техĕмлĕрех. Валентин Александрович Ишимбай районне кĕрекен Васильевка ялĕнче пурăнать, ырми-канми юрă-кĕвĕ çырать. Эпĕ унпа 1986 çулта Ĕпхÿ хулинче “Тальянка - 86” конкурс вăхăтĕнче паллашрăм. Хамăрăн “Шуратăл” ушкăнне çакăн пек çынсем сĕм кĕртеççĕ, ĕлĕкхи асатте-асаннесен йăли-йĕркисене мантармаççĕ, çĕнĕлле аталантараççĕ.
Çавăн пекех мана Иглино районĕнче пурăнакан Василий Антонов çыравçă ялан хăй пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет, хăех баян каласа юрлама пултарать. Нумай халăх юррисене чăваш халăх хушшине кăларать. Ман çакăн пек çынсене чăваш шăпчăкĕсем тесе калас килет. Вăл таçта та хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăна илет. Ăна Шупашкарта та, Пушкăртстан ялĕсенче те, тата ытти çĕрте те питĕ юратса, алă çупса йышăнаççĕ. Унăн юррисем чылайччен пуçра янраса çÿреççĕ, ăшă параççĕ, пурăнма вăй кĕртеççĕ, чăваш халăхĕн культурине çÿле çĕклеççĕ.
Чăвашсем, хамăрпа юнашар утса çÿрекен “çăлтăрсене” асăрхаса чыс тума манар мар. Вĕсене сывă чухне мухтаса, хавхалантарса пурăнсан, эпир те кăштах телейлĕ пулăпăр, вĕсем те ĕмĕрне вăрăмлатĕç. Çак йĕркесене эпĕ ахальтен çырмастăп. Чылай чухне чуна çăтăху пусать, çын пултарулăхне курса савăнас вырăнне, кĕнтешсе сивĕтсе пурăнатпăр. Нумайрах пĕрне пĕри ырă сăмах калар. Ырри виçĕ хут хамăра таврăнать, усалли - пурнăçăн чăн çутă ахах - çăлтăра та хуратса путлантарать. “Усаллăх вуннă таврăнать”, - тесе ахальтен каламаççĕ. Çак Мăн кун умĕн кашни çыннăн хăйне майлă чун-чĕрине тасатма тăрăшас пулать. Турра кĕл тунипе кăна чун тасалмасть. Чăн малтан Христос хушнипе çумăнти çынна юратма, каçарма, ĕçне мухтама, уншăн савăнма вĕренес пулать.
Лидия ШУРÇĂЛ çыравçă.
Читайте нас в