Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
17 Сентябрӗн 2018, 16:36

Спортпа кăсăкланма нихăçан та кая юлмастăн

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Ĕпхÿре Пĕтĕм тĕнчери марафон иртнĕ. Çак мероприятине республика Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов та хутшăннă. Ăна кăçалхипе тăваттăмĕш хут «Уфимский международный марафон» тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем ирттерекен центр йĕркеленĕ. Кашни çул асăннă спорт мероприятине хутшăнакансен йышĕ те, географийĕ те ÿссе пырать. Кăçал унта спортпа туслă 5 пине яхăн тĕрлĕ халăх çынни вăй виçнĕ. Хамăр республикăран кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен. Сăмахран, Мордовипе Удмурт Республикисенчен, Мускавпа Санкт-Петербург, Челябинск хулисенчен.

Пĕтĕмĕшле спорта юратакансем тăватă дистанцире вăй виçнĕ: 42, 21, 10, 3 çухрăма чупнă. Ăмăртура тытăçса малти вырăн çĕнсе илнисен шутĕнче чăваш хĕрарăмĕ те пур. Акă Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕнчи Любовь Фомина утмăл çултан иртнисен хушшинче 10 çухрăмлă дистанцине иккĕмĕш вĕçленĕ. Ăна уява йĕркелекенсен Хисеп хучĕпе тата укçа сертификачĕ парса чысланă.
Любовь Михайловна чупассипе 50 çул тултарсан кăсăкланма пуçланă. Çак çул çине тăма ăна пĕр палланă хĕрарăм сĕннĕ. Лешĕ хăй те чупассипе интересленет иккен. Пĕр уйăх хушши тренировкăсем ирттернĕ хыççăн хĕрарăм Ĕпхÿре иртекен ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă. Кунта вăл 10 çухрăма чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Паллах, çак çитĕнÿ хыççăн Енкрел хĕрарăмĕ çине куç хывнă, ăна Ĕпхÿри чупма кăмăллакансен клубне йышăннă. Çавăнтанпа Любовь Фомина кашни марафонах хутшăнма май тупать, парнеллĕ вырăнсем çĕнсе илет. Кун çинчен “Ермекеевские новости” хаçат пĕрре мар çырнă.
Сăмах май, Любовь Михайловна химипе технологи техникумне пĕтернĕ хыççăн Сарă ту (Саратов) облаçĕнче ĕçлесе пурăннă. Вун пилĕк çул каялла çемйипе пĕрле пĕчĕк тăван çĕршывне ашшĕ-амăшĕн çуртне таврăннă. Максимпа Сергей ывăлĕсем хăйсем çемье çавăрнă. Вĕсем Ĕпхÿре тата Пелепейĕнче пурăнаççĕ. Асаннепе асаттен (вăл Александр ятлă) вара тăватă мăнук çитĕнеççĕ. Пурăна киле вĕсем те сывлăхлă пурнăç йĕркине суйласа илĕç. “Улми улмуççинчен аякка ÿкмест” текен халăх каларăшĕ чылай чухне чăнлăхпа тÿр килет-çке.
Алена ПЕТРОВА.
Ермеккей районĕ.
Читайте нас: