Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
16 Кӑрлач 2019, 13:39

Иглин кĕрешÿçисем - малтисем хушшинче

Иглин районĕнче Çĕнĕ çул умĕн ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ.

Хальхинче ăмăртăва Чăваш Кăпавĕ ялĕнчи вăтам шкулăн спортзалĕнче ирттернĕ. Мероприятие асăннă ялта йĕркелесси ахальтен пулман. Кунта ирĕклĕ кĕрешÿ стилĕн тĕнчипе паллă совет кĕрешÿçи Сергей Корнилаев çуралнă. Сергей Григорьевич - СССРăн ирĕклĕ кĕрешÿн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ‚ XXII Олимп вăййисен бронза призерĕ‚ Пĕтĕм тĕнчен кубокне çĕнсе илекенĕ. Хĕл Мучин парнисене çĕнсе илмелли ирĕклĕ кĕрешÿ ăмăртăвне район администрацийĕн вĕрентÿ уйрăмĕ‚ физкультура тата спорт комитечĕ йĕркеленĕ. Асăннă ăмăртун тĕп тĕллевĕ – сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пыма тата ял çамрăкĕсене спортăн ирĕклĕ кĕрешÿ мелĕсене хăнăхтарасси.
- Сергей Григорьевич Корнилаев тĕслĕхĕ Иглин районĕнче пурăнакансене хавхалантарать‚ - тесе пĕлтереççĕ спорт ăмăртăвне йĕркелекенсем. - Сăмахран‚ пирĕн районта тĕрлĕ кĕрешÿсене хутшăнакан икĕ команда пур. Çав вăхăтрах Пушкăртстан Республикинчи чылай районсенче пĕр ушкăнпа та мăнаçланма пултараймаççĕ.
Ăмăртăва 2001-2011çç. çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем хутшăннă. Иглин районĕнчен икĕ ушкăн пулнă: Иглин тата Чăваш Кăпавĕ ялĕсенчи уйрăм командăсем.
Пысăк мероприятие хутшăнма ытти районсемпе хуласенчен те ушкăнсем килнĕ. Сăмахран‚ Архангельск районĕн тата Ĕпхÿ хулин икĕ команди хăйсен спорт ăсталăхне кăтартнă. Çав кун Чăваш Кăпавĕ ялĕнчи вăтам шкулта 100 яхăн çын пухăннă.
Иглин районĕн кĕрешÿçисем ăмăртура пуçарулăх кăтартнă, нумайăшĕсем ытти командăсенчи хăйсемпе пĕр çулхисене çĕнтернĕ.
2001 çулта çуралнă яшсем хушшинче Я.Соколовпа С.Торосян II вырăн çĕнсе илнĕ. 2008 çулта çуралнă Ю.Трофимов I вырăна тухнă. 2009-2010çç. çуралнисем хушшинче те призерсем чылай. Н.Михайлов‚ Д.Краснов II вырăн‚ И.Ратников III вырăнсене йышăннă. Чи çамрăк кĕрешÿçĕсем‚ 2011-2012çç. çуралнисем‚ Д.Корнилаевпа И.Караучин кĕмĕлпе пăхăр медальсене çĕнсе илнĕ.
Кĕрешÿ ăмăртăвне хĕр ачасем те хутшăннине палăртса хăвармалла. Вĕсем те арçын ачасенчен кая юлман‚ çитĕнÿсем тунă. Сăмахран‚ А. Иванова (2003ç.)‚ Я.Корнилаева (2005ç.) пьедесталăн иккĕмĕш пусми çине хăпарнă. Ю.Николаевапа В.Корнилаева (2008ç.) ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 2010 çулта çуралнă хĕрсем хушшинче I-мĕш вырăн М.Федоровапа В.Яковлева йышăннă. А.Семеновапа В. Баширова Иглин районĕ валли пăхăр медаль çĕнсе илнĕ.
Эпир çамрăк кĕрешÿçĕсене саламлатпăр‚ малашне ăнăçу сунатпăр.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Иглин районĕ.
Читайте нас: