Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Спорт
10 Апрелӗн 2019, 13:04

Çĕньялсемпе треппелсем - çĕнтерÿçĕсем

Раççейре волейбол анлă сарăлнă спорт вăййисенчен пĕри шутланать. Çавăнпах пулĕ ăна халăх юратса та çĕкленÿллĕ хĕрÿ кăмăлпа вылять – çамрăкки те, аслă çулсенчи те. Çитĕнÿ тăвасси вара командăри кашни çын мĕнле хатĕрленнинчен килет.

Нумаях пулмасть Пушкăртстан Республикине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнче шăпах спортăн çак енĕпе шкул ачисем хушшинче турнир иртрĕ. Пурĕ унта 5 команда хутшăнчĕ. Выляв лапамне Толбазăпа Мăйлăпукан, Çĕньялпа Треппел, Пишкайăнпа Нукасак çамрăкĕсем тухрĕç. Спорт уявне йĕркелекенсем вара Пушкăртстанри икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ А.Г.Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансен союзĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмĕ тата Треппел шкул администрацийĕ пулчĕç. Командăсем мĕнле вăй виçнине Ветерансен пĕрлĕхĕн пайташĕ А.Г.Андреев тĕп судья хак пачĕ, Треппел шкулĕнчи физкультура учителĕ В.Н.Никифоров кăтартусене хут çине çырса шута илсе пычĕ. Çичĕ сехете тăсăлнă (10:00 сехетре пуçласа 17:00 сехетчен) хĕрÿ ăмăртура хĕр ачасем хушшинче Çĕньял шкул команди, арçын ачасем хушшинче треппелсем мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Толбазăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе пишкайăнсем (хĕр ачасем) тата Чăваш Хурамалĕпе Çĕньял шкул командисем (арçын ачасем) пайларĕç.
Çĕнтерÿçĕсене чысласси чаплă та савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Мероприятие йĕркелекенсем илемлĕ кубоксемпе Хисеп хучĕсем хатĕрленĕччĕ. Çак тăкаксене саплаштарма спонсор пулса укçа-тенкĕпе пулăшма Валерий Тихонович Андреев ветеран кăмăл тунă. Сăмах май, вăл Треппел шкулĕнче 30 çул физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ.
Ăмăрту хыççăн ачасем вăйă вăхăтĕнчи тыткăна илекен самантсене сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрне саламласа асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç, малашне те спорт аренинче тĕл пулма калаçса татăлчĕç. Кĕскен каласан, кашнинех спорт уявĕнче ырă та çĕкленÿллĕ кăмăл хуçаланчĕ.
Уйрăм тав сăмахĕ шкул директорне Ирина Трофимована, Треппел ял Канаш администрацин пуçлăхне Ирина Захарована каламалла. Вĕсем тăрăшнипе турнира хутшăнакансене вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕкеленĕччĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: А.Г.Николаев ячĕллĕ Ветрансен союзĕн Çтерлĕри уйрăмĕ Треппел шкул тата ял хутлăх администрацийĕсемпе çыхăну тытма пуçлани пĕрремĕш çул мар. Кăçалхи çула та пĕрле тумалли ĕçсен планне йышăннă. Сăмахран, ыран акă, Космонавтика кунне паллă тăваççĕ. Ăна Авăркас çĕрĕ çинче икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаева авиацин генерал-майорне халалласа ирттерĕç.
Волейбол турнирне йĕркелес ĕçе хастар хутшăннăшăн шкул тата ял Канаш администрацийĕ Çтерлĕри ветерансен пĕрлĕхĕн ертÿçипе унăн çумне Виталий Михайловпа Валерий Андреева тав тăваççĕ.
Марина ГРИГОРЬЕВА. Авăркас районĕ.
Читайте нас: