Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
30 Апрелӗн 2019, 13:07

Теннис выляма правурлăх кирлĕ

Апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче Космонавтика кунне халалласа Авăркас районĕнчи Треппел шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче сĕтел çинче вылямалли теннис турнирĕ иртнĕ. Спортăн çак енĕнче правур çынсем çеç çитĕнÿ тума пултарнине шута илес пулсан, ăмăртура районти пилĕк шкулăн ачисем тата А.Г.Николаев ячӗллӗ ветерансен союзĕн членĕсем – Виталий Михайловпа (пĕрлĕхĕн Çтерлĕри уйрăмĕн ертÿçи) Валерий Андреев‚ Юрий Петров Çтерлĕ хулинчи ветерансен канашĕн пирвайхи организацийĕн ертÿçи тата Валентина Михайлова вăй виçнĕ.

Турнир Раççейри сĕтел çинче вылямалли Теннис федерацийĕ йышăннă йĕркесене пăхăнса иртнĕ. Тĕлпулу 3 сетран (вăйăран) тăнă. Тупăшу болельщиксене‚ хăнасене тата спортсменсене çивĕч кĕрешÿпе‚ хĕрÿ лару-тăрупа илĕртнĕ. Очкосен хисепне шута илсе çĕнтерÿçĕсене палăртнă.
Хĕр ачасем хушшинче:
I вырăн – Диана Григорьева‚ 10 класс‚ Мăйлăпукан шкулĕ;
II вырăн – Диана Алексеева‚ 6 класс‚ Треппелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул;
III вырăн – Анастасия Сергеева‚ 7 класс‚ Мăйлăпукан шкулĕ.
Арçын ачасем хушшинче:
I вырăн – Даниил Сидоров‚ Толбазăри 2№ шкул вĕренекенĕ;
II вырăн – Владимир Виноградов‚ 7 класс‚ Треппелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул;
III вырăн – Данил Федоров‚ 7 класс‚ Треппелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсем‚ кубоксемпе медальсем парса чысланă. Треппелти ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхне Ирина Захарована‚ Мăйлăпуканти вăтам пĕлÿ паракан шкулăн филиалĕн Треппелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул заведующине Ирина Трофимована тата физкультура урокĕсене ертсе пыракан В.Н.Никифорова ПР Раççейри ветерансен союзĕн комитечĕ ятĕнчен çамрăксене патриотла воспитани парса ÿстернишĕн Хисеп хучĕсем парса саламланă. Сăмах май, çÿлерех асăннă юлташсем вăл е ку мероприятие йĕркеленĕ чухне яланах пулăшма хатĕр. Йĕркелÿ ĕçĕнче нихăçан та чăрмавсем сиксе тухмаççĕ.
Турнир çĕнтерÿçисемпе ăна йĕркелекенсене чыслама А.Г.Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕ спонсорла пулăшу кÿнĕ.
Мăйлăпуканти вăтам пĕлÿ паракан шкулăн Треппелĕнчи филиалĕн администрацийĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн Çтерлĕри уйрăмне ăмăртăва йĕркелеме пулăшнăшăн тав сăмахĕ калать.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: