Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
21 Августӑн 2019, 13:50

Ян Соколов Шупашкартан такапа таврăнчĕ

Август уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнĕ ятпа шĕкĕр хулара спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе ăмăртусем иртнĕ. Вĕсен шутĕнче чăваш наци «Кĕрешÿ» ăмăртăвĕ те. Хутшăннисем хула администраци пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн вăй виçнĕ.

Чăваш наци кĕрешĕвĕн «Кĕрешÿ» ăмăртăвне Пушкăртстанри Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕнчен Ян Соколовпа (65 кг) Данил Константинов (46 кг), Пелепей хулинчи Денис Иванов (55 кг) тата ыттисем хутшăннă. Пурĕ тĕрлĕ регионтан килнĕ 100 ытла ача вăй виçнĕ.
Пушкăртстанри ачасене Шупашкар хулине илсе çитерме ПР чăвашсен наци кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Владимир Яковлев мехел çитернĕ.
Ян Соколов 14-18 çулхи çамрăксен хушшинче хăйĕн виçе категорийĕпе чăн чемпион пулса тăнă. Çак çĕнтерÿшĕн ăна Хисеп хучĕ тата чĕрĕ така парнеленĕ. Пушкăртстанри чăваш наци кĕрешĕвĕн федерацийĕ кубок çĕнсе илнĕ. Уйрăм çын ăмăртăвĕсенче хăйсен виçе категорийĕпе Данил Константинов 2-мĕш, Денис Иванов 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçĕсене уяв сцени çинчен Хисеп хучĕсемпе парнесене Шупашкар хулинчи Калинин район администрацин пуçлăхĕ Яков Михайлов саламласа тыттарнă. Çавăн пекех çак мероприятинче ПР чăвашсен наци кĕрешĕвĕн федерацин президенчĕн çумĕ пулма Владимир Спиридонова (Иглин районĕ) йышăннă.
- Çула тухас умĕн лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларăмăр. Ачасем хăйсен кăтартăвĕсемпе питĕ те савăнтарчĕç. Ăмăртусем хыççăн паллă чăваш эстрада артисчĕсен концертне курса килентĕмĕр. Çамрăк спортсменсемшĕн хамăр Шупашкар хулипе паллаштарса экскурси ирттертĕмĕр. Килĕсене ачасем тулли те савăк кăмăлпа таврăнчĕç, - ăмăрту кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ Владимир Матвеевич.
Чăваш Республикинче Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ спортсменсене, вĕсен йĕркелÿçисене пысăк тав. Ачасене малалла та çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма сунас килет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: