Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
18 Мартӑн 2020, 13:14

Ăмăрту ырă йăлана кĕрессе шанатпăр

Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа хĕрарăмсен хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртрĕ. Тăван шкул хăйĕн тĕрлĕ çулхи выпускникĕсене тата чĕннĕ хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене хавхалантаракансем (болельщики) зал тулли. Пуçтарăннисене шкул директорĕ А.М. Алексеев, Çтерлĕри «Чувашия – Башкортостан» суту-илÿ çурчĕн директорĕ, мероприяти спонсорĕ А.Л. Иванов, Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн председателĕпе унăн çумĕ, вăлах «Место встречи» кафе директорĕ Ф.В. Кузьминпа Ю.А. Петров ăшшăн саламларĕç. Вырăнти арçынсен ансамблĕ П.В. Тимофеев аккомпаниатор ертсе пынипе тĕлĕнмелле илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Ун хыççăн чи интересли - ăмăрту саманчĕ пуçланчĕ. Волейбол вăййисене сакăр команда хутшăнчĕ. Çав шутра Шланлă ялĕнчен кăна виççĕ (шкулта вĕренекен хĕр ачасем, вĕрентекенсем тата вырăнти больница), Çтерлĕ хулинчи ЧНКА тата «Юность», Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял, Чăваш Хурамал, Меселпуç ялĕсен командисем пулчĕç.
Хĕрÿ те интереслĕ тата çăмăл мар кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна «Юность» команда çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăн пусми çине çĕньялсем хăпарчĕç. Виççĕмĕшне Чăваш Хурамал команди çĕнсе илчĕ. Çĕнтерÿçĕсем парнесене, ăшă сăмахсене тивĕçрĕç. Уяв йĕркелÿçисем пурне те тÿлевсĕр апат çитерчĕç. Поварсем çав тери тутлă хатĕрленĕ. Çакă шкул выпускникĕ А.Л. Иванов тата «Место встречи» кафе директорĕ Ю.А. Петров тăрăшнипе пулчĕ. Меселпуçĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕ «Çурхи вăрманта» юрă парнелерĕ, ăна залĕпех юрлама пуçларĕç. Уяв евĕр спорт мероприятине йĕркелекенсене, спонсорла пулăшу панă А.Л. Иванова, Ю.А. Петрова, шкул директорне А.М. Алексеева, шкул администрацине, ăмăртăва хутшăннисене пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пĕрлешÿллĕ спорт ăмăртăвĕ ырă йăлана çаврăнасса шанатпăр.
Людмила МАРКИНА.
Авăркас районĕ,
Шланлă ялĕ.
Читайте нас: