Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Спорт
25 Мартӑн 2020, 12:31

Н.К. Никифорова асăнса – волейбол турнирĕ

Март уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Кекен шкулĕнче РФ çут ĕç отличникне, аслă категориллĕ вĕрентекене Н.К. Никифорова халалласа йăлана кĕнĕ V волейбол турнирĕ иртрĕ.

Турнир Николай Клавдиевича асăнса шăплăх минутĕнчен пуçланчĕ. Савăнăçлă мероприятие ирттерме Раççей гимне янраттарса ялавсем хăпартрĕç. Турнирта чĕннĕ хăнасем йышлăн пулчĕç, кашниех сăмах тухса каларĕç, унăн ĕçĕсене ырăпа асăнчĕç. Н.К. Никифоровăн ывăл-хĕрĕсем, мăнукĕсем те кунтах. Анастасия Забирова мăнукĕ художествăлла гимнастикăн илемлĕ хусканăвĕсене кĕвĕ пĕрлешĕвĕпе пĕрле ункăпа, патакпа ташласа кăтартни пăхса ларакансене питĕ килĕшрĕ.
Кекен ялĕнче шкул директорĕ пулса вăй хунă ашшĕн çуралнă кунне халалласа физкультура преподавателĕ пулса ĕçлекен С.Н. Никифоров 5 район ветеранĕсене ăмăртăва йыхравларĕ. Волейбол ăмăртăвĕнчи Кубока çĕнсе илессишĕн 5 команда вăй виçрĕç: Элшей, Пишпÿлек, Давлекан, Мияки, Чишма районĕсем. Çивĕч те хĕрÿ вăйăра чи вăйлă волейбол командине палăртма май пулчĕ, çапла вара виççĕмĕш вырăна Чишма, иккĕмĕшне - Элшей, пĕрремĕшне Пишпÿлек команди çĕнсе илчĕ. Вĕсен ăсталăхĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.
Спорт залне пухăннă халăх чăн-чăн волейбол вăййине курса чун-чĕререн савăнчĕ.
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.
Читайте нас: