Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
15 Мартӑн 2022, 11:29

«Шланлăри йĕлтĕр йĕрĕ» вăрмана чĕнет

Çĕршывра çулсерен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» («Лыжня России») спорт мероприятийĕ пысăк йышпа та хастарлăхпа иртет. Унăн паха енне ял-саласенче те кураççĕ. Çавна пула вырăнти хастарсем çакăн евĕр спорт уявĕсене тăван ялĕсенче йĕркелеме мехел çитереççĕ.

Акă, март уйăхĕн 6-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче пурăнакансем Абдулла вăрманĕнче хывнă йĕлтĕр çулĕ çине тăнă. Старта кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнри ачасем тухнă. Вĕсемпе пĕрле вĕрентекенсемпе студентсем те. Йĕлтĕр йĕрĕ çинче кÿршĕллĕ районсемпе хуласенчен килнĕ хăнасене те курма май пулнă.
Спорт уявне йĕркелекенсем – «Игнат» ООО тĕп директорĕ Виссарион Игнатьев предприниматель тата унпа пĕр шухăшлисем. Вĕсем мероприятин кашни самантне шута илсе пухăннă халăха савăнăç парнелеме тăрăшнă. Йĕлтĕрпе чупса килнĕ хыççăн вĕри чейпе, икерчĕпе сăйлассине шута илнĕ. Паллах, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе Хисеп хучĕсем тата парнесем парса чыслассине те манăçа хăварман.
Мероприятин тĕп тĕллевĕ вара сывлăхлă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнассине халăх хушшинче сарасси пулса тăрать.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: