Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Спорт
5 Апрелӗн 2022, 11:35

Хушăлкари «Йĕлме йĕлтĕр – 2022» çÿллĕ шайра иртрĕ

Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ кăçал йăлана кĕнĕ йĕлтĕр ăмăртăвне март уйăхĕн вĕçĕнче Хушăлка ялĕнче ирттерчĕ.

Хушăлкари «Йĕлме йĕлтĕр – 2022»  çÿллĕ шайра иртрĕ
Хушăлкари «Йĕлме йĕлтĕр – 2022» çÿллĕ шайра иртрĕ

Ăмăрту йĕркелесси пирки районти чăвашсен Канашĕ çулталăк пуçламăшĕнчех план туса хунăччĕ, çавăнпа та лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртме çиллĕ çанталăк та чăрмантараймарĕ. Мероприятие районти пилĕк ял хутлăхĕнчен (Пăслăк, Пишпÿлек, Çирĕклĕ, Хушăлка, Михайловка) пилĕк çултан пуçласа 72 çула çитичченхи çĕр ытла спортсмен хутшăнчĕ.
Спорт мероприятине Хушăлка шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ аслă категориллĕ педагогика ĕçĕн ветеранне, чăваш наци академикне Владимир Васильевич Максимова халалларĕç. Вăл 47 çул хушши ачасене чăваш чĕлхипе культурине юратма вĕрентнĕ. Виçĕ теçетке ытла республика тата Раççей шайĕнчи тăван чĕлхепе литература олимпиадисен çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн ял тата шкул историйĕсене тĕпчесе виçĕ хулăн кĕнеке кун çути кăтартнă. Юратнă мăшăрĕпе пĕрле шкулта математика учителĕ пулса Валентина Васильевна Максимова сахал мар çул ĕçленĕ. Шел, чирлесе тăнине пула вăл уява килеймерĕ. Хушăлка ял Канаш пуçлăхĕ Эдуард Иванов ăна чĕрĕ чечексен çыххине çитерсе пачĕ. Район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен çумĕ Алексей Данилов спортăн пĕрлештерекен вăйĕ пуррине палăртрĕ.
Халь-халь тапса сикме хатĕр спортсменсем умĕнче районти чăвашсен Канашĕн председателĕ Александр Семенов сăмах каларĕ. Вăл йĕркелÿçĕ-хуçасене тарават кĕтсе илнĕшĕн, командăсен ертÿçисене ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунăшăн тата чăваш культурипе спортне хисепленĕшĕн тав турĕ. Ун хыççăн вырăнти ветерансен Канашĕн председателĕ Александр Женжуров сăмах илчĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи, физкультура учителĕ Ильгам Газизов йĕлтĕр çулĕн схемипе тата хăшĕ кам хыççăн (ÿсĕмне кура) тата мĕн вăрăмăш (1000 тата 2000 метр) дистанцие иртессине пĕлтерчĕ. Часах ăмăрту иртекен вырăна, ял вĕçĕнчи сăрт çине, хăпарма команда пулчĕ. Кунта, ту çинчен, ял ал тупанĕ çинчи пек курăнать.
Йĕлтĕр йĕрĕ тип-тикĕс те яп-яка пулнине палăртмалла. Ăна Александр Новиковпа Николай Петров снегоходпах тикĕсленĕ. Йĕлтĕр çулĕ таçтанах курăнтăр тесе дистанци тăршшĕпех ялавсем лартса тухнă. Ĕçес килекенсем валли икĕ сĕтел çине вĕри чей тултарнă термоссем, икерчĕ, печени-канфет хатĕрлесе хунă. Куçса çÿрекен музыка центрĕ чăваш юррисем шăрантарать.
Чи малтан пилĕк çулхи Арсений Афансьев (Пăслăк ялĕ) хăйĕн çирĕплĕхне тата чăтăмлăхне кăтартрĕ. Унăн пиччĕшĕ Ярослав Афанасьев 2-3 классенче вĕренекен ачасем валли хатĕрленĕ дистанцире пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна унпа пĕр класра вĕренекен Александр Иванов (Пăслăк ялĕ), виççĕмĕшне Райнур Минияров (Пишпÿлек) тухрĕç. Хĕр ачасенчен пĕрремĕш Камилла Исаева (Пăслăк), иккĕмĕш Ангелина Новикова (Пăслăк), виççĕмĕш Полина Гончарова (Пишпÿлек) килсе çитрĕç. 4-5 класс ачисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Валерия Ефимова (Михайловка ялĕ), иккĕмĕшне Маргарита Макарова (Пишпÿлек), виççĕмĕшне Виталина Алексеева (Пишпÿлек) çĕнсе илчĕç. Арçын ачасем хушшинче парнеллĕ вырăнсене Пăслăк ялĕнчи Михаил Земсковпа Владислав Васильев, Азат Давлетшин (Михайловка ялĕ) пайларĕç. 6-7 классенче вĕренекен хĕр ачасенчен малти вырăна Лилия Минигулова (Михайловка ялĕ) тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Пишпÿлек ялĕнчи аппăшĕпе йăмăкĕ, Розалинăпа Рита Фархутдиновасем, тивĕçрĕç. Арçын ачасенчен пĕрремĕш пулса финиша Михаил Гребенюк (Хушăлка), Тимур Шарипов (Михайловка) çитрĕç. Икĕ çухрăмлă дистанцие чи малтан 8-9 классенче вĕренекен арçын ачасем тăчĕç. Кунта Михайловка ялĕнчи Данил Максимова çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Владимир Васильев (Пăслăк) тухрĕ. 10-11 классем хушшинче финиша чи малтан Валерия Васильевапа Анастасия Иванова килсе çитрĕç. 18-34 çулхи хĕрсемпе хĕрарăмсенчен пилĕк çулхи Арсенийăн амăшне, Анжелика Афанасьевана, çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Виктория Рахубинская (Михайловка), виççĕмĕшне Татьяна Новикова (Хушăлка) çĕнсе илчĕç. 18-34 çулхи арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Айзат Хайруллин (Хушăлка), иккĕмĕшне Олег Тимофеев (Михайловка), виççĕмĕшне Ильгам Газизов (Хушăлка) тивĕçрĕç. 35-49 çулхи хĕрарăмсем хушшинче пĕр çухрăмлă дистанцие чи малтан Валентина Саватнеева (Çирĕклĕ), иккĕмĕш Минсылу Видинеева (Пăслăк), виççĕмĕш Татьяна Петрова (Хушăлка) парăнтарчĕç. 35-49 çулхи тата кăшт аслăрах арçынсем хушшинче пĕрремĕш Николай Женжуров (Хушăлка), иккĕмĕш Александр Семенов (Хушăлка) пулчĕç. 50 çултан иртнĕ арçынсем хушшинче Рамиль Минигулов (Михайловка) çĕнтерчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Хушăлка ялĕнчи Алексей Павловпа Николай Петров пайларĕç. 60 çултан аслăрах арçынсен командинче пĕрремĕш 10 хутчен асатте-кукаçи пулнă Александр Женжуров, иккĕмĕш Геннадий Митрофанов çитрĕç. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне 70 çултан иртнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем вĕçлерĕç. Кунта Виталий Лукич Афанасьев (Пăслăк ялĕ) мала тухасси куç кĕретчĕ. Çапла пулчĕ те. Иккĕмĕш вырăна Пишпÿлекри вăтам шкулта унпа пĕр класра вĕреннĕ, халĕ Çирĕклĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Александр Геннадиевич Петров çĕнсе илчĕ. Хĕрарăмсенчен çывăх вăхăтра 72 çулне паллă тума хатĕрленекен Маргарита Константиновна Михайлована (Хушăлка) çитекенни пулмарĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсене тивĕçнисене пурне те Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн медалĕсемпе Хисеп хучĕсем, укçан премисем парса чысларĕç. Пăслăк ял хутлăхĕн командинче мĕнпур йĕлтĕрçĕ те парнеллĕ вырăна çĕнсе илчĕ. Пысăк спорт мероприятийĕ асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тунипе вĕçленчĕ. Шкул столовăйĕнче пурне те тутлă апатпа сăйларĕç.
«Йĕлме йĕлтĕр – 2022» фестивале ирттерме пулăшнă спонсорсене пысăк тав. Вĕсем - Юрий Григорьев, Валентинпа Виктор Тимофеевсем, Валентин Судеев, Владимир Васильев, Александр Новиков, Владимир Коновалов хресченпе фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем тата Иван Кузнецовпа Ольга Федорова уйрăм предпринимательсем.
Официаллă пай вĕçленнĕ хыççăн районти чăвашсен Канашĕ мероприятие йĕркелесе ирттернĕ хуçасене тав турĕ. Канаш председателĕн çумĕ Сергей Михайлов çывхарса килекен ака ĕçĕсене тата ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçе хутшăнма сĕнчĕ. Май уявĕсенче Пăслăк ялĕнче волейбол ăмăртăвĕ ирттерме сĕнекенсем те пулчĕç.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.

Хушăлкари «Йĕлме йĕлтĕр – 2022»  çÿллĕ шайра иртрĕ
Хушăлкари «Йĕлме йĕлтĕр – 2022»  çÿллĕ шайра иртрĕ
Хушăлкари «Йĕлме йĕлтĕр – 2022»  çÿллĕ шайра иртрĕ
Хушăлкари «Йĕлме йĕлтĕр – 2022» çÿллĕ шайра иртрĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: