Мероприяти пуçламăшĕнче Çемен ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Мунир Фаткуллин пурне те уяв ячĕпе саламласа спортсменсене ăнăçу сунчĕ.
Кăçал ăмăртăва çичĕ команда хутшăнчĕ. Çав шутра Шланлӑ шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсен командисем, Ҫтерлӗ районӗнчи Дергачевка ялӗн, Толбазă салинчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, Авăркас районӗнчи Ҫӗньял шкулӗн командисем, Ҫтерлӗрен икĕ команда пулчĕç. Хисеп пьедесталӗн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине Толбазă салинчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, иккӗмӗшне Ҫтерлӗ районӗнчи Дергачевка ялĕн, пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине Авăркас районӗнчи Ҫӗньял хӗрӗсен командисем хăпарчӗç.
Ыттисем те питӗ хастар вылярӗҫ, вĕсем тепĕр чухне мала тухас шанчӑка ҫухатмаҫҫӗ.
Шланлӑ шкулӗнчи вĕренекенсен ушкăнĕ – Г.О. Алексеева, Л.И. Иванова, Л.Ф. Федорова, Л.Е. Рахимова, О.В. Тарасова ача сачӗн ертӳҫи, Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономин пресс-служба ертӳҫи, вăлах çак йĕркесен авторĕ, Л.И. Маркина – çамрӑк хӗрсен командипе ăмăртрĕ. Мӗнле тӑрӑшса вылясан та ҫамрӑклӑх ҫӗнтерет çав.
Ăмăртăва ирттерме ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ Александр Людвигович Иванов спонсор пулӑшрĕ. Вăл малти вырӑнсене çĕнсе илнисем валли кубоксемпе медальсем, кашни команда пылак парнесем туяннă.
Çавăн пекех вылякансене спонсор шучĕпе питĕ тутлă апат çитерчĕç. Ăмăртăва йӗркелесе ирттернĕ М.А. Алексеева, А.Л. Иванова, А.Х. Юлдашева, В.А. Маслака, тутлă апат хатĕрленĕ Любăпа Верăна чунтан тав тăватпăр.
Тепӗр ҫул ăмăртăва тата та нумайрах команда хутшăнтăр, тӗнчи имӗн пултӑр, пурне те сывлӑх сунатпăр. Пурин те ĕçĕсем ӑнса пыччăр.
Людмила АЛЕКСЕЕВА.
Авăркас районĕ,
Шланлă ялĕ.