Пур хыпар та
Спорт
10 Декабрӗн 2025, 09:00

Чăваш тренерĕ 1 млн тенкĕ сертификата тивĕçнĕ

Иртнĕ эрнере Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Ял тренерĕ» проекта хутшăнакансенчен пиллĕкĕшне 1 млн тенкĕлĕх сертификатсем парса чысланă. Вĕсен хушшинче Ишимбайри 3№ спорт шкулĕн волейбол енĕпе ĕçлекен Николай Жуков тренер-преподаватель те пур.

Чăваш тренерĕ 1 млн тенкĕ сертификата тивĕçнĕ
Чăваш тренерĕ 1 млн тенкĕ сертификата тивĕçнĕ

Николай Алексеевич Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнчи нумай ачаллă çемьере пиллĕкмĕш ача пулса çуралнă. Спортпа туслă çамрăк ялти шкула пĕтерсен Çтерлĕри физкультура техникумĕнче пĕлÿ илнĕ, вĕреннĕ вăхăтрах 1980-1982 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. 1983 çулта алла диплом илсен çирĕм иккĕри чăваш каччи 12№ СПТУра физкультура учителĕ пулса ĕçлеме пуçланă. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме вăй-халне шеллемен вĕрентекен спорт сферинче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. 1991 çулта ăна «РСФСР профессиллĕ техника вĕрентĕвĕн отличникĕ» ята парса чысланă. 1998 çулта вăл сĕннипе районти спорт шкулĕнче пукан йăтакансен (гиревой) уйрăмне уçма пултарнă, ăна вăл хăй ертсе пынă, каярах районăн команди республикăри ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Ĕçри çитĕнÿсене шута илсе 2007 çулта Николай Жукова «Пушкăртстан Республикинчи чи лайăх физкультура тата спорт ĕçченĕ» ята панă.

Николай Алексеевич пукан йăтассипе çамрăк ăрăва 20 çул ăсталăха ÿстерме вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра вăл Ишимбайри 3№ спорт шкулĕнче (вăл Петровский ялĕнче вырнаçнă) 5 çул хушши ачасемпе волейбол енĕпе тренировкăсем ирттерет.

«Николай Алексеевич ятне спортпа туслисем районта лайăх пĕлеççĕ. Вăл – вĕрентÿ отличникĕ, аслă категориллĕ тренер. Волейбол ваййин ăсталăхне ачасене хăнăхтарас ĕçре ырми-канми тăрăшать, хăйне шанса панă ĕçе юратса пурнăçлать. Пĕлтерĕшлĕ те пархатарлă ĕçшĕн пысăк тав ăна», – тесе çырать район администраци пуçлăхĕ Азат Ишемгулов хăйĕн социаллă сечĕсенче саламласа.

Николай Жуков çулталăк каялла тивĕçлĕ канăва кайнă. Апла пулин те унăн малашне те çамрăксемпе ĕçлес кăмăлĕ пысăк.

– Çакăн пек чыса тивĕç пулнă хыççăн çулсем çинчен манас килет. Сахалран та тепĕр пилĕк çул хамăн юратнă ĕçе пăрахас марччĕ-ха. Ял ачисене воспитани панисĕр пуçне сывлăхлă пурнăç йĕркине хăнăхтарса, спорта ытларах явăçтарасчĕ. Патшалăх шаннине тÿрре кăларасчĕ. Палăртнине пурнăçлама сывлăх çеç пултăр, – тет çулĕсемпе çиччĕмĕш теçеткене такăрлатакан тренер.

Эпир те ăна ăнăçу сунатпăр. Ĕмĕтленни, палăртни пурнăçа кĕрсе пытăр.

Юрий СНЕГОПАД.
Ишимбай районĕ, Петровский ялĕ.

Чăваш тренерĕ 1 млн тенкĕ сертификата тивĕçнĕ
Чăваш тренерĕ 1 млн тенкĕ сертификата тивĕçнĕ
Чăваш тренерĕ 1 млн тенкĕ сертификата тивĕçнĕ
Чăваш тренерĕ 1 млн тенкĕ сертификата тивĕçнĕ
Чăваш тренерĕ 1 млн тенкĕ сертификата тивĕçнĕ
Чăваш тренерĕ 1 млн тенкĕ сертификата тивĕçнĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас