Пур хыпар та
Спорт
20 Мартӑн , 15:00

Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç

Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуç ялĕнче «Ситекпуç – урă ял» программа витĕмĕпе районти чăвашсен Канашĕн йăлана кĕнĕ «Йĕлме йĕлтĕр – 2026» спорт уявĕпе вĕрентÿ тата сывлăх сыхлав ĕçченĕсен спартакиади иртрĕ.

Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç

Ăмăртăва йĕлтĕрпе чупма тата сывлăхлă пурнăç йĕркине юратакан çичĕ çултан пуçласа çитмĕл çула çитичченхи 150 çын, çавăн пекех районти вĕрентÿ тата сывлăх сыхлав ĕçченĕсен профсоюз комитечĕсен ĕçченĕсем килсе çитрĕç.
Çултан çул йĕлтĕр уявĕн географийĕ анлăланса пырать. Кăçал чаплă хăнасем шутĕнче Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеев, унăн экономика, инвестици политики енĕпе ĕçлекен çумĕ Александр Семенов, Пишпÿлек ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Владислав Петров тата пишпÿлексен опычĕпе паллашас шутпа килнĕ Ермеккей районĕнчи Кивĕ Сулли тата Мияки районĕнчи Богдан ял хутлăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Расуль Абдуллинпа Ринат Каримов, спорт мероприятийĕн спонсорĕсем – районти чăвашсен Канашĕн председателĕ Сергей Михайловпа Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Александр Тихонов пулчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене уяв ячĕпе саламланă хыççăн судьясен коллегийĕ, панă заявкăсене шута илсе, 11 ÿсĕм категорийĕнчи (7-70 çулхисем) спортсменсене старта йыхравларĕ. 7-8 çулхи йĕлтĕрçĕсенчен финиша чи малтан Пăслăк ялĕнчи Егор Алексеевпа Вера Петрова, 9-10 çулхисенчен Алексей Ивановпа (Хушăлка) Анна Алексеева (Пишпÿлек), 11-12 çулхисенчен Иван Афанасьевпа (Пăслăк) Дарина Гизетдинова (Михайловка), 13-14 çулхисенчен Ярослав Афанасьевпа (Пăслăк) Виталина Алексеева (Пишпÿлек), 15-16 çулхисенчен Алмаз Ахмадиевпа (Михайловка) Елиза Рустамова (Пишпÿлек), 19-24 çулхисенчен Руслан Минигуловпа (Михайловка) Марина Ефимова (Ситекпуç), 30-39 çулхисенчен Пишпÿлек ялĕнчи Динар Ахметшинпа Ирина Нуретдинова килсе çитрĕç. 40-49 çулхисем хушшинче Пăслăк ялĕнчи Владимир Сафроновпа Мияки районĕнчи Зульфия Ганиева палăрчĕç. 50-59 çулхисенчен Хушăлка ялĕнчи Юрий Даниловпа Ситекри Людмила Романована çитекенни пулмарĕ. 70 çула çитичченхи ÿсĕмрисем хушшинче пилĕк арçын çеç ăмăртрĕ. Кунта парнеллĕ вырăнсене февраль уйăхĕнче иртнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2026» ăмăртура мала тухнă Виталий Афанасьев (Пăслăк), Александр Женжуров (Хушăлка) тата Наиль Салаватов тивĕçрĕç.
Кăнтăрлахи апат çинĕ хыççăн вырăнти Культура çуртĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕнче мала тухнисене медальсемпе, укçаллă конвертсемпе чысласси иртрĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.

Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас