Ҫак Пӗтӗм Раҫҫей шайĕнчи ăмăртăва вăл Пушкӑртстан ушкăнĕн йышӗнче тухнă. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Рыбинскра иртнӗ ӑмӑртăва Раҫҫейĕн 33 регионĕнчен 13-14 ҫулсенчи чи вӑйлӑ 200 ытла ҫамрӑк биатлонист килсе çитнĕ. 110 каччăпа 95 хӗр спринтра тата эстафетӑра вăй виçнĕ.
Дарина парăнма хăнăхман. Уйрӑм ӑмӑртура вӑл хӑйӗн командин пайташĕсем хушшинче чи лайӑх кӑтартупа савăнтарнă, 22-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Спринтра та унăн сахал мар вӑй хума тивнĕ. Пушкӑртстанри хӗрсен командишӗн 5-мӗш старт номерӗ телейлӗ пулнă. Пурĕ эстафетӑна 20 команда хутшӑннӑ. Хӗрсем 3,6-шар ҫухрӑм дистанцие виҫӗ тапхӑрпа тĕл пемелли икӗ рубежпа иртнĕ. Ҫак ӑмӑртăва Дарина вĕçленĕ.
Раҫҫей первенствинчи бронза медаль çĕнсе илни хĕр ачан ырми-канми хатĕрленĕвĕн çимĕçĕ тата пысӑк ҫитӗнӳ. Наталья аппӑшĕпе Данил пиччĕшне тата Даринăна йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче пирвайхи утӑмсем тума чи пӗрремӗш тата тӗп тренер – Николай Данилович ашшĕ вĕрентнĕ. Шӑпах ашшĕпе амăшĕн, Николайпа Любовь Федоровсен, ачисене хăйсен вăйне шанма вĕрентни, вĕсене хавхалантарни хӗллехи трассӑсенче ҫитӗнӳсем тума яланах пулӑшнӑ. Пӗрремӗш ҫӗнтерӳсене тăван кĕтесре, республикăра тунă, халӗ вара çĕршыври пысăк ăмăртусене хутшăнаççĕ.
Тата çакна та каласа хӑвармалла, кӑҫалхи сезон кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Дарина Раҫҫей юниорĕсен тата пĕрлешÿллĕ арчи-биатлон командине кӗнӗ. Унăн аппăшĕ Наталья аслă ÿсĕмрисен ӑмӑртăвĕсенче ашшӗ-амӑшне, ентешӗсене савӑнтарсах тăрать. Нумаях пулмасть Сочи хулинчи «Роснефть» Хӗллехи спорт вӑййисенче «Башнефть» командин йышӗнче ăмăртнă. Наталья каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унта «Роснефть» компанин 34 предприятийĕнче тăрăшакан спортсмен-нефтяниксем хутшӑннӑ. Унта вӑл темиҫе медаль ҫӗнсе илнӗ: биатлонра ылтӑн, хутӑш эстафетӑсенче пӗрремӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсем. Даринӑпа Наталие, тренерсемпе ашшӗ-амӑшне чун-чӗререн саламлатпӑр! Ҫӗнӗ çитĕнÿсем сунатпăр!
Татьяна СЕРГЕЕВА. Ермеккей районĕ.