

Паянхи кун çамрăксемпе ачасем спорт енне туртăнни чуна савăнтарать. Вĕсем хăйсен вăй-халне тĕрлĕ тупăшура тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. Уйрăмах çамрăк спортсменсем çур акине пӗтӗмлетекен, çав вăхăтрах малашлăха шанăç çуратакан уявра, Акатуйра, вăй виçме юратаççĕ. Вĕсем юпа çине хăпарса парне илессишĕн, кире пуканӗ йăтассишĕн, алă вăйӗ виçессишĕн, канат туртассишĕн ăмăртаççĕ. Çакна пĕр тĕслĕхпе çеç çирĕплетсе хăварас килет.
Июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пелепей районĕнче Акатуй кĕрлесе иртрĕ. Кавир çине тухса кĕрешекенсем, юпа çине хăпаракансем яланах куракансенче хавхалану туйăмĕ çуратаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Вун пилĕк метрлă вертикальлĕ юпа çине хăпаракансен хушшинче Пелепей хулинчи 1№ шкулта вĕренекен Мария Лебедева пулчĕ. Хăйсен вăйне виçсе пăхма кăмăл тунă хĕрĕх спортсмен хушшинче (çав шутра аслисем те) вун пĕр çулхи хĕр ача юпа тăррине хăпарма пултарчĕ. Пĕтĕмĕшле «чăрмава» вунă çын парăнтарнă.
Маша çулĕпе самай пĕчĕк пулин те вăйлă та хăюллă, чăтăмлă пулнине кăтартса пачĕ, ума лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртме пултарнине çирĕплетрĕ.