Пур хыпар та

Часах Республика Пуçлăхне суйлăпăр

2019 çулхи сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пушкăртстан çыннисем регион пуçлăхне суйлаççĕ.

Суйлавра пире мĕн çĕнни кĕтет?
Чи пысăк çĕнĕлĕх – суйлав участокĕсен ĕç вăхăтне тăсни. Вĕсем ирхи çичĕ сехетрен пуçласа каçхи тăхăр сехетчен ĕçлĕç. Сасăлава 18 çула çитнĕ республикăра пурăнакан кашни çынах хутшăнма пултарать. Хăвăрпа пĕрле паспорт илме çеç манас пулмасть.
Çынсене участоксенче мĕнле парне кĕтĕ?
Кăçал влаçсем хуласемпе район пуçлăхĕсене суйлава уяв пек ирттерме хушу панă. Çакăн пирки журналистсене ПР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Илона Макаренко пĕлтернĕ. Суйлав участокĕсенче йăлана кĕнĕ буфетсемпе концертсем çеç мар, тĕрлĕ кĕтмен парнесем те пулĕç. Тĕслĕхрен, темиçе çул каялла республикăри районсенчен пĕринче пĕрремĕш суйлавçа администраци чĕрĕ хур парнеленĕ. Суйлава пĕрремĕш хут килекен çамрăк граждансем те асăнмалăх парнесене тивĕçĕç.
Суйлавçăсем пропискăпа килĕшÿллĕн пурăнмаççĕ пулсан?
Суйлав участокне эсир хăвăрах суйласа илме пултаратăр. Ун валли «Госуслуги» сервис урлă е аяларах асăннă центрсенче заявлени çырма пулать:
- июль уйăхĕн 24- мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 4-мĕшĕччен – кирек хăш нумай функциллĕ центрта е территори суйлав комиссийĕнче;
- август уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕччен – кирек хăш суйлав участокĕнче;
- сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа сентябрь уйăхĕн 7-мĕшĕччен (14.00 сехетчен) – хăвăр регистраци иртнĕ суйлав комиссийĕнче.
Кăçалтан Мускавра та сасăлама май пур. Раççейĕн тĕп хулинче «Цифрăллă участок» сервис хута ярĕç. Хальлĕхе ун патне 30 точка çыхăннă.
Пур комисси адресне bashkortostan.izbirkom.ru сайтра, «Хăв участокна туп» пайра тупма е 8-800-347-54-54 телефон урлă ыйтса пĕлме пулать.
Килте сасăлама юрать-и?
Мĕнле те пулин сăлтава пула участока килейместĕр пулсан, килте, больницăра, санаторинче сасăлама пултаратăр. Ун валли вырăнти суйлав комиссине заявлени çырмалла е телефон урлă шăнкăравламалла. Çакна август уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕччен (15-00 сехетрен кая мар) тумалла. Суйлав кунĕ сирĕн пата вырăнти суйлав комиссийĕн членĕсем куçса çÿрекен ещĕкпе килме пултараççĕ.
Кандидатсем камсем?
Июль варринче Тĕп суйлав комиссийĕ ПР Пуçлăхĕн кандидачĕсене регистрацилес ĕçе вĕçленĕ. Вун пĕр çынран муниципаллă депутатсенчен кирлĕ чухлĕ алă пуснă списока саккăрăшĕ çеç пуçтарма пултарчĕç. «Симĕссисем» партинчи Сания Тимасова Ĕпхÿ моделĕ заявлени çырса дистанцирен тухнă. Иккĕшне паспортĕнче темиçе хут мăшăрланнă тесе ирттермен. Çапла кандидатсен списокĕнче 8 çын тăрса юлнă:
- Владимир Барабаш, 39 çулта. Хула проекчĕсене аталантаракан Фонд директорĕ. Кандидата тăратма «Гражданла вăй» парти сĕннĕ;
- Зульфия Гайсина, 39 çулта. «Лазурный» ЖСК (çурт-йĕр тăвакансен кооперативĕ). Кандидата «Яблоко» парти сĕннĕ;
- Юрий Игнатьев, 43 çулта. ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн патшалăх строительствин, право йĕркин тата суд ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕн çумĕ. «Справедливая Россия» парти сĕннĕ;
- Рафис Кадыров, 64 çулта. «Джи Ти Эл» президенчĕ. «Раççей патриочĕсем» парти сĕннĕ;
- Владимир Кобзев, 50 çулта. «Башфото. Ру» директорĕ. «Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхĕшĕн» парти сĕннĕ;
- Юнир Кутлугужин, 61 çулта. ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн вырăнти хăйтытăмлăх, гражданла общество, обществăлла пĕрлĕхсемпе тĕн организацийĕсен комитечĕн председателĕн çумĕ. РФ Коммунистсен партийĕ сĕннĕ;
- Иван Сухарев, 41 çулта. РФ Патшалăх Думин гражданла обществăна аталантарассипе, обществăлла пĕрлĕхсен тата тĕн организацийĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕн пĕрремĕш çумĕ. «ЛДПР» парти сĕннĕ.
- Радий Хабиров, 55 çулта. Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти сĕннĕ.
Кандидатсем çинчен тĕплĕнрех информаципе суйлав участокĕсенче тата Тĕп суйлав комиссийĕн bashkortostan.izbirkom.ru сайтĕнче, «Суйлав – 2019» пайра тупма пулать.
Суйлав хыççăн пире мĕн кĕтет?
Суйлава пĕтĕмлетнĕ хыççăн инаугураци кунĕ паллă пулать. Унта суйланнă Пушкăртстан Республикин пуçлăхĕ халăха, Раççей Федерацийĕн тата Пушкăртстан Республикин Конституцийĕсене шанчăклă пулма тупа тăвать.
Унăн тексчĕ: «Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă май нумай нациллĕ Пушкăртстан Республикин халăхĕшĕн вăй хума, Пушкăртстан Республикине аталантарма тата çирĕплетме, Раççей Федерацийĕн тата Пушкăртстан Республикин Конституцийĕ хушнă пек ĕçлеме, халăхшăн тата граждансен ирĕклĕхĕшĕн тăрăшма шантаратăп». Çавăн хыççăн çеç вăл должноçа йышăнать.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.