Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
19 Мартӑн , 12:30

«Эпĕ вăйлă та ирĕклĕ Раççей пирки ĕмĕтленетĕп. Çак ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатăп»

Раççей президентне суйласси халăх пĕрлĕхĕн лару-тăрăвĕнче иртрĕ. Суйлавăн виççĕмĕш кунĕ вĕçленнĕ тĕле суйлав участокне килсе сасăлакансен шучĕ 74%, электрон майпа сасăлакансен шучĕ 94% танлашнă. Танлаштарма: 2018 çулта президент суйлавне 67,5% çын хутшăннă.

«Эпĕ вăйлă та ирĕклĕ Раççей пирки ĕмĕтленетĕп. Çак ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатăп»
«Эпĕ вăйлă та ирĕклĕ Раççей пирки ĕмĕтленетĕп. Çак ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатăп»

РФ Тĕп суйлав комиссийĕн малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, ку таранччен çĕршыв президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Путиншăн 87,34% суйлавçă сасăланă. Владимир Даванковшăн («Новые люди») - 3,79%, Леонид Слуцкишĕн (ЛДПР) - 3,18%, Николай Харитоновшăн (РФ Коммунистсен партийĕ) - 4,31%.
– Эпĕ суйлав участокне килнĕ мĕнпур Раççей гражданне те тав тăватăп. Кашни гражданăн сассинчен халăхăн пĕрлĕхлĕ ирĕкне йĕркелеççĕ. Пирĕн умра нумай тĕллев. Пурте пĕр шухăшлă пулнăран пире унччен те, халĕ те никам та хăратаймĕ. Суйлав кăтартăвĕ вăл – лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртни. Пулăшнăшăн сире пурсăра та тав, – тенĕ Владимир Путин суйлава пĕтĕмлетсе.
Малтанхи кăтартусем тăрăх, суйлава 82,31% процент суйлавçă килнĕ. 2018 çулта асăннă цифра 75,4 % шайра пулнă. Пушкăртстанра Владимир Путиншăн сасăланисен шучĕ 90,96% танлашнă.
Республикăра пурăнакансем президент суйлавне хастар хутшăнни халăх хăйсен суйлав правине туллин пурнăçланине пĕлтерет. Кашни суйлавçă йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсемшĕн, пултаруллă ĕçшĕн, тĕрĕслĕхшĕн, çутă малашлăхшăн, вăйлă Раççейшĕн сасăланă.
– Çакă шăпана татса паракан пулăм. Эпир çĕршыв, республика малашнехи ултă çул хушшинче епле çулпа каяссине палăртатпăр. Шанса тăратăп, эпир татах та малалла аталанăпăр, – палăртнă Радий Хабиров март уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççей президенчĕшĕн пуринчен те малтан сасăланă хыççăн.
Раççейри Тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕ Евгений Шевченко Пушкăртстанри суйлав системин çÿллĕ шайне палăртнă, президент суйлавне йĕркелес тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттернĕшĕн чунтан тав тунă.
Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн доценчĕ, политика наукисен кандидачĕ Кирилл Фадеев пĕлтернĕ тăрăх, халăх суйлава пысăк йышпа килни Пушкăртстанри политика йăли-йĕркипе çыхăннă ырă тĕслĕх.
Мускаври Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн профессорĕ Игорь Кузнецов Пушкăртстана çĕршыв президентне суйлас енĕпе Раççейĕн чи тĕслĕхлĕ регионĕ тенĕ.
«Республика кунта ыттисенчен уйрăлса тăрать, суйлакансем çемйипех килеççĕ», – пĕлтернĕ хăй шухăшне эксперт.
Республикăри суйлав процесне Австри, Шри-Ланка, Никарагуа тата ытти ют çĕршывсенчи 10 яваплă çын асăрхаса тăнă.
Пĕтĕм тĕнчери сăнавçа, Болгаринчи Буян Чукова, халăх суйлав участокĕсене çитсе пысăк хавхаланупа сасăлани тĕлĕнтернĕ.
– Ман шутпа, халăх Раççей Федерацийĕн малашлăхĕ пирки сасăланине, Раççей тĕнчери чи вăйлă çĕршыв пулнине тата пулассине лайăх ăнланать, – тенĕ вăл.
– Пур участокра та патриотизмла, уявла лару-тăру хуçаланчĕ. Виççĕмĕш кунĕнче эпир вун тăхăр суйлав участокĕнче пултăмăр, Ишимбай районне çитрĕмĕр. Пĕтĕм пĕрлĕхĕн, вунă экспертпа сăнавçăн шухăшне пĕлтерсе çакна калас килет: суйлава çÿллĕ шайра хатĕрленнĕ. Эпир çынсем сасăлавпа кăсăкланнине, сасăлама килекенсен черечĕсене куртăмăр, – пĕлтернĕ Австринчи пĕтĕм тĕнчери сăнавçă Ирина Джаяни.
Казахстанри Сабила Мустафина сăнавçă пĕлтернĕ тăрăх, ăна участоксенчи ĕçлĕ, лăпкă та ырă кăмăллă лару-тăру тĕлĕнтернĕ.
– Икĕ кун хушшинче эпир Ĕпхÿ тата Нуриман районĕсенче, Ĕпхÿри Демăра тата Благовещенскра пултăмăр. Пире Сăваплă Георгий ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕнчи сасăлав ĕçне сăнама тÿр килнишĕн чунтан савăнатпăр. Кунта 15 тĕн çынни хăйсен гражданла тивĕçĕсене пурнăçларĕç, – тенĕ вăл.
Молдовăри парламент депутачĕ Иванна Кёксал суйлав участокĕсенче йĕркене пăснисене асăрхаман.
– Пур участока та тĕрĕс те çÿллĕ шайра хатĕрленĕ. Суйлавçăсене ырă кăмăлпа йышăнаççĕ. Хăш-пĕр вырăнта сасăланă бюллетеньсене хăй тĕллĕн шутлакан урнăсем пур, начар куракан суйлавçăсем пирки те манса кайман, пысăклатакан лупăсем хатĕрлесе хунă. Çамрăксем питĕ нумай. Пĕрремĕш хут сасăлакансене алă çупса кĕтсе илеççĕ те пысăках мар парне параççĕ, аслисене те тимлĕх уйăраççĕ.
Март уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Пушкăртстанра «Рахмат – 2024» акци иртрĕ. Суйлав кунĕсенче çĕнтерÿçĕсене кунне икшер хут палăртрĕç. Билетсене март уйăхĕн 20-мĕшĕччен регистрацилеме май пулнă. Кун пирки акцие йĕркелекенсенчен пĕри Римма Бикмурзина пĕлтернĕ.
Март уйăхĕн 17-мĕшĕнче республикăри суйлав участокĕсенче 3,5 млн QR-билет салатнă, вĕсенчен 2 млн ытла билета шута илнĕ.
Тĕп парнесене выляттарасси март уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет. Шăпах çак кун Ĕпхÿ хулинче хваттер, икĕ «Нива» автомобиль тата тĕрлĕ çул çÿрев путевкисем выляса илекенсене пĕлтерĕç.
Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Марат Гадилов суйлавра йĕркене пăснă тĕслĕхсем те, çăхавсем те пулманнине пĕлтернĕ. Вăл Тĕп суйлав комиссине 179 шăнкăрав пулнине, вĕсенче çăхавсем мар, суйлав йĕрки, суйлав комиссийĕн членĕ, сăнавçă пулас тесен мĕн тумаллине ăнлантарса пама ыйтнисем тĕл пулнă.
Сăмах май каласан, кăмăллă мар самантсемсĕр те иртсе кайман. Хăш-пĕр регионсенче, çав шутра республикăри хăш-пĕр участоксенче те, бюллетень урнисене зеленка ярса президент суйлавне пăсас текенсем, тупăннă. Вандалсене тытса чарнă, вĕсем пысăк сиен кÿреймен.
– Сасăлав ещĕкĕсене пăсни тата ытти майлă сиен кÿни ахальтен мар. Вĕсем кам-тăр хушнипе пурнăçланаççĕ. Уншăн ĕç тăвакансене укçа параççĕ. Хăйне майлă туслă мар вăйсем тупăнаççĕ, вĕсем суйлав ĕçне пăсас шутпа вак диверсисем хатĕрлеççĕ. Çакна суйлав тĕрĕслĕхĕ пирки иккĕленÿллĕ шухăшсем çуратас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Ку уголовлă преступлени. Йывăрлăхне кура уншăн пĕр çулталăка юсану ĕçĕсене пурнăçлаттарма е 80 пин тенкĕ штраф пама е тата 10-12 çул ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Влаç йĕркине хирĕç тăни экстремизм шутланать, – тенĕ ПР Çын прависемпе ĕçлекен Михаил Закомалдин уполномоченнăй.
Раççей тăшманĕсем президент суйлавне мĕн чухлĕ ытларах чысран кăларма тăрăшнă, халăх çавăн чухлĕ ытларах суйлав участокне килмеллине уççăн ăнланса илнĕ. Хĕвел анăç пирĕн çĕршыва суйлавран сирсе ярас вырăнне вĕсенче политика хастарлăхне вăратнă. Суйлав халăх Раççей Президентне Владимир Путина ĕненнине кăтартса паракан референдума çаврăнчĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем халăх Владимир Путина ĕненине, вĕсем унăн политикине ырласа йышăннине кăтартса панă.
– Эпĕ вăйлă та ирĕклĕ Раççей пирки ĕмĕтленетĕп. Çак ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатăп, – тенĕ Владимир Путин Раççей президенчĕн суйлавне пĕтĕмлетсе.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: