Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
16 Апрелӗн , 11:45

Экспертсем Владимир Путинпа Радий Хабировăн тĕлпулăвне хак панă

Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕршыв президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстан Республикин Пуçлăхне Радий Хабирова Кремльте йышăннă.

Экспертсем Владимир Путинпа  Радий Хабировăн тĕлпулăвне хак панă
Экспертсем Владимир Путинпа Радий Хабировăн тĕлпулăвне хак панă

Пирĕн регион ертÿçи ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене мĕнле пулăшни, республикăра экономика аталанни, çĕнĕ предприятисемпе больницăсем хăпартни, вĕрентÿ заведенийĕсене юсани пирки каласа панă, ытти темăсене те хускатнă. Тĕлпулу пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Владимир Путин Пушкăртстан пуçлăхĕ çитес суйлава хутшăнса хăй кандидатурине иккĕмĕш срока сĕннине ырласа йышăннă. Акă, мĕнле хак панă çакна паллă политиксем, общество тата тĕн деятелĕсем.
«Паллă çын, администратор пулнă май Мускавпа çыхăну тытакан Хабиров республикăшăн нумай хушма майсем илсе килчĕ. Çакă Кремльте ларакансене те, обществăна та лайăх курăнать. Çавăнпа та ăна тепĕр срока суйласси пирки иккĕленме те кирлĕ мар. Президентăн та ун кандидатурине хирĕçлеме сăлтав çук», – тенĕ Регион проблемисен институчĕн ертÿçи Дмитрий Журавлев.
«Радий Хабиров хăй патшалăх президенчĕн командин шанчăклă членĕ пулнине çирĕплетрĕ. Çĕршыв президенчĕ хăйсене яваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕçре (республикăна ертсе пырасси) çирĕплетнĕ çынсем çине таянать», – тет легендарлă спортсмен, кĕрешÿ енĕпе виçĕ хут Олимп чемпионĕ пулнă Александр Карелин сенатор.
«Эпĕ Радий Хабиров ĕçре мĕнле хыпса çуннине, çĕрĕпе çывăрманнине, республика çулĕсем тăрăх хăй урисемпе утса çÿренине пĕлетĕп. Ăна çынсем мĕнле юратнине те туятăп. Вăл çут çанталăка юратни те, ун пирки нумай пĕлни те паллă. Эпĕ вăл пушкăртсен йăли-йĕркипе пурнăçĕ пирки каласа панине те килĕштеретĕп. Вăл – çирĕп кăмăл-туйăмлă тата арçын аллине хытă чăмăртакан çын, хăй сăмахне тытакан чăн-чăн арçын. Радийпе туслă пулнăшăн мăнаçланатăп. Ку – пысăк хисеп», – тет çĕршыври паллă журналист, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Тимофей Баженов.
«Радий Хабиров çĕнĕ утăм тăвать. Эпир те, хамăр Раççей Президенчĕ пек, ăна пулăшатпăр. Республикăра пурнăç кунран-кун лайăх енне улшăнать, пысăк стройкăсем пыраççĕ. Малашне те пире Аллах ан пăрахтăр, сывлăхпа вăй-хăват патăр», – тет Раççей аслă муфтийĕ Шейх-уль-Ислам Талгат Сафа Таджуддин.
«Ман шутпа, ятарлă çар операцине пулăшасси Радий Фаритовичăн чĕрине кĕрсе вырнаçнă. Тăван çĕршывпа çыхăннă пур япала та уншăн питĕ хаклă, вăл уншăн ĕçлет. Регион ертÿçи номенклатурăллă чиновник çеç мар, пултаруллă ертÿçĕ те. Паллах, вăл тунă ĕçе федераллă шайра та асăрхаççĕ, çавăнпа та Радий Хабиров хăй кандидатурине иккĕмĕш срока суйлама сĕннине патшалăх ертÿçи ырласа йышăннă», – тенĕ Пушкăртстан батальонĕсен тĕн наставникĕ Виктор Атте.

«Радий Фаритович, пĕтĕмĕшле илсен пурте пурнăçа кĕрсе пырать, плансем те нумай, кăтартусем те лайăх. Çавăнпа та сире пулăшас тесе эпĕ хамран килнине пурне те тăвăп. Кама суйласси вара çынсен ирĕкĕ. Халăхпа ĕçлемелле, шăп та лăп çак вăхăтра – тÿррĕн, ытларах, час-час. Ĕç пÿлĕмĕсенчен пурне те илтейместĕн те, курмастăн та. Пĕтĕмĕшле пурте лайăх, ăнăçу сунатăп.»
Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

Пушкăртстан президент хушăвне епле пурнăçланă
Владимир Путин губернаторсемпе ирттерекен ĕçлĕ тĕлпулусенче регионти ĕç-пуç епле пыни çинчен калакан докладсене итлесе çеç лармасть, хăш çул-йĕре епле аталантармалли пирки хушусем те парать. Халĕ Пушкăртстана «васкавлă пулăшу» тухтăрĕсен шутне ÿстерессине шута илме сĕнтĕмĕр. Эпир патшалăх пуçлăхĕн иртнĕ хушăвĕсене, республика вĕсене епле пурнăçланине тĕпчерĕмĕр.
Ачасем вилесси икĕ хут чакнă
2019 çулта президент Пушкăртстанра ачасем вилнин кăтартăвĕ Раççейринчен пысăкрах пулнине асăрханă. Пилĕкçуллăха пĕтĕмлетсе Владимир Путина ачасем вилесси икĕ хут чакнине пĕлтернĕ. Çакна амăшĕн ÿтĕнчи тата пĕрремĕш çулти ачасен сывлăхне мониторинг тунипе, пысăк технологиллĕ оборудованипе усă курса диагностика пахалăхне лайăхлатнипе тата йывăр çынсене кирлĕ пек тĕрĕслесе тăнипе пурнăçа кĕртме пултарнă.
Ĕçсĕрлĕх чи пĕчĕк шай таран чакнă
2019 çулта президент республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,3 процентпа танлашнине палăртнă. 2023 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, республика çак кăтартăва 2,3 процент таран чакарнă. Çакă юлашки 30 çул хушшинче рекордлă пĕчĕк цифрăсем. Ĕç аллисем промышленноçра тата агропромышленность комплексĕнче, урăхла каласан, пирĕн республика малта пыракан экономика отраслĕсенче, кирлĕ.
Экологи ĕçне пуçăннă
Пушкăртстанра экологи ĕçĕн тăватă пысăк çул-йĕрне йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри атмосферăна сиенлĕ хутăшсене кăларма чарăнни. 2030 çул тĕлне пысăк предприятисем çакна тăватă хут чакарĕç. Унсăр пуçне юхса кĕрекен шывсем вараланнипе çыхăннă лару-тăрăва шута илмелле. Санкцилемен çÿп-çап тăкмалли вырăнсене тĕп тăвас енĕпе çĕршывра эпир пĕрремĕшсем. 3000 яхăн çÿп-çап тăкмалли вырăна тĕп турăмăр, ĕç малалла пырать. Республика ертÿлĕхĕ çĕрĕн усăллă сийĕпе саккунсăр усă куракансемпе те çине тăрса кĕрешнине палăртмалла. Ведомствăсем хушшинчи комисси пулăшнипе ылтăн кăларассипе вăрă-хурахла ĕçлекен 13 компанин лицензине тĕп тума май килнĕ. Темиçе уголовлă ĕç пуçарнă.
«Пушкăртстан пуçлăхне экологи ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрнăшăн чунтан тав тăватăп. Эпир республикăпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, çавăнпа та регион ертÿçи пăшăрханса калаçнине питĕ лайăх ăнланатпăр», – тет Çут çанталăкпа усă курассипе ĕçлекен федераллă службăн ертÿçи Светлана Радионова.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: