Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СУЙЛАВ
11 Июнӗн , 11:35

Радий Хабиров хăй мĕншĕн суйлава хутшăнни пирки пĕлтернĕ

Кун пирки сире, вулакансем, экспертсемпе ахаль çынсем каланисемпе паллаштаракан ятарлă репортажпа паллашма сĕнетпĕр.

Радий Хабиров хăй мĕншĕн суйлава  хутшăнни пирки пĕлтернĕ
Радий Хабиров хăй мĕншĕн суйлава хутшăнни пирки пĕлтернĕ

Çаннисене тирпейсĕртерех тавăрнă, тип-тикĕс якатнă шурă кĕпе тăхăннă ертÿçĕ сцена çине хăпарнă май халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Çынсене алă çупма никам та ыйтман, кирлĕ те пулман, çапла майпа вĕсем хăйсен вырăнĕсенчен Лидерне саламлама ура çине тăнă.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пуçламăш уйрăмĕсен форумне туслă та пысăк республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тăватă пин ытла çын – пĕчĕк хуласемпе ялсенчи ячейкăсен ертÿçисем, хастарĕсем, парти членĕсем – пуçтарăннă. Пурте ырă чĕреллĕ, ырă кăмăллă, кунранкун, пĕрчĕн-пĕрчĕн тĕнчене илемлĕрех тума тăрăшакан çынсем. Вĕсемпе тĕл пулса калаçма партин Тĕп канашĕн секретарĕн çумĕ Сергей Перминов килсе çитнĕ. «Юлашки пилĕк çул хушшинче эсир калама çук пысăк çитĕнÿсем тума пултартăр. Пире хамăра, ачасене, ватăсене, мăшăрсене питĕ кирлĕ пиншер объект хăпартнă, юсанă. Çакă пурте кунта, республикăра пулса иртет. Утăм хыççăн утăм çĕннине тăватăр, çакăншăн пурне те пысăк тав», – терĕ вăл.
– Хаклă туссем! Хисеплĕ юлташсем! – пуçларĕ хăй сăмахне Радий Хабиров, – эпир сирĕнпе ансат мар пилĕк çула хыçа хăвартăмăр. Вĕсем чĕнÿ, хăрату çулĕсем пулчĕç. Эпир сирĕнпе пĕрле çак йывăр вăхăта иртрĕмĕр.
Радий Фаритович пире нихăçан та «юлташсем» тесе каламан, ытларах «ĕçтешсем» сăмахпа усă курнă. Анчах паян урлăхларах лару-тăру. Мĕншĕн тесен залра кăткăс йышăнусене пурнăçа кĕртекенсем те пулнă. Шăпах вĕсем талăкĕ-талăкĕпе ачасемпе ватăсене кăшăлвирусран хăтарнă, кирлисене апат-çимĕç илсе килсе панă, çынсен чун хавалне çĕкленĕ, ятарлă çар операцийĕ тытăнсан пур вăйне те, вăхăтне те фронта пулăшас ĕçе янă. Гуманитари конвойĕ пуçтарнă, сетьсем çыхнă, çуртасем тунă, хамăр салтаксене пулăшу панă. Вĕсем – Хабировăн юлташĕсем, вăл – вĕсен Лидерĕ. Пĕрлĕхлĕ ĕçе пула регион экономики аталанать, инвесторсем килеççĕ, фабрикăсемпе заводсем ĕçлеççĕ, çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, фермерсем лайăх тухăç туса илеççĕ, çынсене валли ĕç пур. Çакă команда пурне те тĕрĕс тунине çирĕплетет.
– Пирĕн салтаксем малти ретре йывăр çар тĕллевĕсене пурнăçлаççĕ. Пире те, республикăра пурăнакансене, хамăр салтаксене, пиччесемпе шăллăмăрсене, чи çывăх çынсене ырă-сывă таврăнма пулăшмалла текен шухăш çывăхлатрĕ. Çакăн валли хамăртан килнине те, килменнине те тумалла, – тенĕ Радий Хабиров.
Телее-и е хамăр çине йăтăнса аннă интереслĕ вăхăтăн йывăрăшне пула-и «май çуккине» те тума пĕлетпĕр ĕнтĕ. Пуçланине вĕçне çитермелле çеç.
«Паян эпир йышăну тăватпăр – эпĕ суйлава хутшăнатăп. Çак утăма мĕншĕн тунине эпĕ темиçе хутчен те каланă. Мĕнле пăрахса кайма пулать-ха халь? Çак вăхăтра-и? Пирĕн йĕкĕтсем унта чухне-и? Пиншер каччă аллине чăмăртарăм та: «Тăванăм, тăшмана хирĕç çапăç, эпир сана пулăшăпăр. Санăн çемйÿне упрăпăр, сана пулăшăпăр», – терĕм. Панă сăмаха тытманни – тĕрĕс мар. Ку çак ачасене сутниех пулать. Пирĕн кашни пурнăçшăн, республикăри пур çыншăн кĕрешес пулать. Пушкăртстан çыннисем вăрах, тивĕçлĕ тата килте пурăнмалла тумалла», – тенĕ республика пуçлăхĕ.
«Çак йышăнăва ырлатăп. Хабиров вăхăтĕнче Пушкăртстанра пурнăç, паллах, лайăхланчĕ. Республикăра инвесторсем нумайланчĕç. Вĕсем регионăн тĕп хулинче çеç мар, районсенче те ĕçлеççĕ. Территорие тирпей-илем кĕртеççĕ», – тет Кармаскалă районĕнчи Кивĕ Акташ ялĕнчи пуçламăш организацин секретарĕ Лейсан Шарипова.
«Радий Фаритовичăн çынлăх пахалăхне палăртмалла. Унпа темиçе хутчен те тĕл пулса калаçнă. Питĕ ырă чунлă çын. Çынсене итлеме те, ăнланма та пĕлет», – каласа парать Александр Достовалов ячĕллĕ Пушкăрт кадет корпусĕн директорĕ Александр Медведев.
Пушкăрт патшалăх службин тата управленин академийĕн (БАГСУ) ректорĕ, философи наукисен кандидачĕ Данияр Абдрахманов шухăшĕпе ку – кĕтнĕ, тĕрĕс йышăну.
«Радий Фаритович хăйĕн малтанхи срокне питĕ ăнăçлă ĕçлесе ирттерчĕ, темĕн чухлĕ пысăк проект хута ячĕ, вĕсене вĕçлемелле. Халĕ регионсем хушшинче рессурссемшĕн – федераллă укçа-тенке, Раççей тата тĕнче шайĕнчи инвестицисене илессишĕн – пысăк конкуренци пырать. Хăвăртлăхне чакаракансем чарăнса лараççĕ е аутсайдерсем пулаççĕ. Пилĕк çуллăх кăтартăвĕсене танлаштарсан, Радий Фаритович ĕçе чылай хăвăртрах та çирĕпрех йĕркелеме пултарчĕ. Çак ĕçе малалла тăсни пĕлтерĕшлĕ», – тет вăл.
«Халăхсен туслăхĕ çинче йĕркеленнĕ вăйлă Раççей тĕнчере нумайăшĕн кăмăлне каймасть. Геополитика конкуренчĕсем пирĕн çĕршыва вăйсăр курасшăн. Пирĕн граждансенче мĕскĕнлĕх туйăмне аталантарас тесе укçа-тенкĕ шеллемеççĕ. Анчах та Пушкăртстан тĕслĕхĕ çинче Раççей халăхĕн туслăхĕ вăхăтпа тĕрĕсленнине куратпăр – пирĕн салтаксемпе офицерсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă аттесемпе асаттесем пек, ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ. Кунта 2018 çултанпа пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен республика ертÿçисен наци политикипе гражданла патриотизмăн стратегийĕ ĕçлет. Геополитика чĕнĕвĕсемпе танлаштарсан вăл питĕ тухăçлă та малашлăхлă», – тет Стратеги тĕпчевĕсен институчĕн директорĕ Владимир Савичев.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: