Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
СУЙЛАВ
15 Сентябрӗн , 06:00

Пушкăртстанра пурăнакансен суйлав-2026 пирки мĕн пĕлмелле?

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине суйлассине 2026 çулхи сентябрь уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче йĕркелĕç. Çакăн çинчен калакан указа çĕршыв президенчĕ Владимир Путин июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕ уйăхăн виççĕмĕш вырсарни кунĕпе – сентябрĕн 20-мĕшĕпе – тÿр килет.

Пушкăртстанра пурăнакансен суйлав-2026 пирки мĕн пĕлмелле?Пушкăртстанра пурăнакансен суйлав-2026 пирки мĕн пĕлмелле?
Пушкăртстанра пурăнакансен суйлав-2026 пирки мĕн пĕлмелле?

Çак вăхăтрах 28№ Кизил суйлав округĕпе (Абзелил районĕ тата Баймак районĕн пĕр пайĕ кĕрет) ПР Патшалăх Пухăвĕн хушма депутатне, Ĕпхÿ хула Канашĕн, çавăн пекех темиçе районпа ял хутлăхĕсен депутачĕсене суйласси иртет.

Депутатсене мĕнле суйлаççĕ?

РФ Патшалăх Думинче пурĕ 450 депутат. Вĕсене хутăш пропорципе мажоритарлă системăпа усă курса суйлаççĕ: çурри парти списокĕпе, тепĕр çурри пĕр мандатлисем. Çавăнпа та çĕршыври суйлавçăсем пурте алла икĕ бюллетень илĕç.
Пĕрремĕш списока вунă парти кĕнĕ. Вăл е ку парти Патшалăх Думине ирттĕр тесен уншăн федераллă округри мĕнпур суйлавçăсен 5% кая мар сасăламалла. Мандатсене пухнă сасăсене шута илсе пропорци мелĕпе пайлĕç.
Депутатсен иккĕмĕш пайне пĕр мандатлă округсем тăрăх суйлĕç. Раççей территорине 225 округа пайланă, кашнинче пĕрер депутат пулĕ. Çавăнпа та иккĕмĕш бюллетеньри списокра уйрăм çын хушамачĕсемпе ячĕсем пулĕç. Республикăра çакăн пек округсем улттă, кашнинче улттăран пуçласа сакăр кандидат. Кам чи нумай сасă пухать, çав çĕнтерÿçĕ пулса тăрать.
Иртнĕ суйлав кампанинче РФ Патшалăх Думине Пушкăртстанран 14 депутат суйланнă: саккăрăшĕ парти списокĕпе тата улттăшĕ пĕр мандатлă округсем тăрăх.
Вырăнти суйлавсем иртекен хуласемпе районсенче суйлавçăсем кашни кампани валли алла уйрăм бюллетеньсем илĕç.

Суйлав участокĕсем мĕнле ĕçлĕç?

Суйлав виçĕ куна тăсăлать: эрне кун, шăмат кун тата вырсарни кун. Участоксем вырăнти вăхăтпа 8.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен ĕçлеççĕ.

Кам сасăлама пултарать?

Суйлав правипе 18 çул тултарнă кашни Раççей гражданинĕ усă курма пултарать. Тĕрмере ларакансем сасăлама пултараймаççĕ.
Патшалăх Думине суйланă чухне федераллă парти спиокĕшĕн Раççейри мĕнпур суйлавçăсем сасăлама пултараççĕ, пĕр мандатлă округсенчи кандидатсемшĕн кам çак округ территоринче регистраци иртнĕ çавсен çеç ирĕк пур.

Манăн участок ăçта тата кандидатсем камсем пулнине мĕнле пĕлмелле?

Енчен те эсир нумаях пулмасть çĕнĕ вырăна куçса килнĕ пулсан, кунта суйлава хутшăнман пулсан суйлав участокĕ ăçта вырнаçнине пĕлмелли мелсем:
– Раççей Тĕп суйлав комиссин сайтĕнче «Цифра сервисĕсем» cikrf.ru/digital-services/ пайра;
– Госуслуги урлă, «Суйлав» банерпа усă курса;
– 8-800-200-00-20 телефонпа.

Регистраци иртнĕ кандидатсем пирки информаци пĕлмелли мелсем:
– кĕске информаци – Раççей Тĕп суйлав комиссин сайтĕнчи «Кандидатсем» пайра;
– тулли те анлă информаци – Пушкăртстан Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн сайтĕнче www.bashkortostan.izbirkom.ru;
– çавăн пекех суйлав участокĕсенчи стендсем çинче те кашни кандидат пирки информаци вырнаçтарнă.

Онлайн мелĕпе сасăлама юрать-и?

Çук, хальхи суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче пирĕн республикăра интернет урлă сасăлама май пулмĕ.

Суйлав процедурине камсем сăнаса тăрĕç?

Суйлав закона пăхăнса иртнине кашни участокрах сăнавçăсем тĕрĕслесе тăрĕç. Республикăри Обществăлла палата 13 пине яхăн сăнавçă хатĕрленĕ, вĕсенчен виçĕ пинĕ – блогерсем. Вĕсем суйлав участокĕсенче мĕн пулса иртнине хăвăрт вулакан, куракан, итлекен патне илсе çитерĕç.

Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем хăçан паллă пулĕç?

Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тунти кун, сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, ирхине хатĕр пулĕç. Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ Патшалăх Думи суйлавĕн пĕтĕмлетĕвне октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕччен çирĕплетĕ, октябрĕн 11-мĕшĕнче официаллă çăлкуçсенче паллă пулĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас